Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

75 лет Вурнарской районной газете "Çĕнтерÿ çулĕ"

«Çĕнтерÿ çулĕ» - çитмĕл пиллĕкре

 

Çирĕп утăмпа ярса пусатăн,

Ĕмĕте çĕклетĕн тÿпене.

Нумай тус-юлташлă çак хаçатăн

Тивĕç пур ларма кĕрекене.

Ентешсем паян салам яраççĕ

Районти тĕп хыпарçа савса.

Ÿсĕм-çитĕнÿ тума сунаççĕ

Çĕкленсе, сăпайлăн пуç тайса.

Умри тĕллевÿ телейлĕ пултăр,

Лăплану мĕнне ан пĕл нихçан.

Ĕмĕрех хĕвел пăхса йăл-л! култăр.

Çиле хирĕç ут, çула тухсан.

Ирĕклĕн, мăнаçлăн та янравлăн

Тăтăр-и юхса кун-çул юрри!

Манăçа ан тухтăрччĕ мухтавлă

Ĕçÿсен ытарайми тĕрри.

Лайăххишĕн тăр ялан эс çивĕч,

Пытăр ÿсĕнсе ырри кăна.

Илеме çапса хуçаймĕ сивĕ

Лирик тус тусассăн Музăна...

Летопиç çыракансен вăй-халĕ

Ĕнчĕ пек çуталтăр çиçĕнсе.

Кам пире: «Çунатсăр» тесе калĕ;

Рефрен пек тăрайтăр илтĕнсе,

Евĕк кĕвĕ, Çĕн куна чĕнсе!

 

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика