Иртнĕ номере юратнă хаçатăмăрăн 75 çулхи юбилейне халалланине вулаканăмăрсем тÿрех асăрхарĕç ĕнтĕ. Историпе, коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе, традицие кĕрсе çирĕпленнĕ йĕркесемпе паллаштарăтăм унта. Çавăнпа манăн паян «Çĕнтерÿ çулĕн» кун-çулĕ çинчен мар, унăн çуралнă кунĕ еплерех иртни çинчен çырса кăтартас килет. Çапах та çакна палăртмасăр иртме çук: хаçат утса тухнă çул вăл - чăннипех анлă та вăрăм кун-çул, шыравсемпе тĕпчевсен çулĕ. Унăн страницисем тăрăх районăмăрăн, республикăн историне тишкерме пулать. Тăван çĕршывăн чечекленĕвĕшĕн ырми-канми тăрăшакан ĕç çыннисем вара яланхиллех тĕп геройсем шутланаççĕ. Çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарнисĕр, çивĕч ыйтусене хускатнисĕр пуçне хаçатăмăрăн вучаххи миçе çын чунĕнче çырас пултарулăх хĕлхемне чĕртмен-ши, миçе çынна литературăн, публицистикăн, журналистикăн анлă çулĕ çине кăларман-ши; Ахальтен-и, уяв кĕреки те пуян пулчĕ.
Район хаçатне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалланă уçнă май «Вăрнарти издательство çурчĕ» патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ-тĕп редакторĕ А.Фомина сумлă хăнасене, обществăлла корреспондентсене, пичет ветеранĕсене пĕрлехи уявпа саламларĕ, хаçат тĕрлĕ тапхăрта йĕркесемпе, редакципе типографи паянхи пурнăçĕпе, ÿсĕм-çĕтĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.
Чăваш Республикин Культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕ министрĕн çумĕ О.Петров çыруçăсен таврашĕн ĕçĕ çăмăл мар, анчах кирлĕ те, питĕ интереслĕ пулнине, юлашки çулсенче Вăрнар район хаçачĕ çирĕпленĕ традицисене сыхласа хăварса ĕнмеллех малалла туртăннине, содержани, илемлĕх енчен çĕнелсе пынине палăртрĕ. Çавăн пекех сумлă миссие те пурнăçларĕ вăл: пичет ĕçне чунтан парăннă журналистсемпе полиграфистсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.
Раççей Федерацийĕн культура тата массăллă коммуникацисен министтерствин Хисеп грамлотине тĕп бухгалтер Алиса Петровна Беляева тивĕçрĕ. 35 çул ĕнтĕ вăл предприяти финанс тĕлĕшĕнчен лăпкăлăхпа «сывлатăр» тесе тăрăшать.
Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн минисерствин Хисеп грамотине район хаçачĕн компьютер наборĕпе верстка пайĕн заведующине С.Чикмякована, типографин пичатницине Л.Фоминапа Т.Данилована тата С.Михайлова мастера наградăларĕ.
Обществăлла корреспонденсене те манарĕç: И.Сироткин, В.Кожанов, В.Москвин Чăваш Республикисен Журналистчен союзĕн, В.Нестеров, Г.Скворцов, В.Толстов тата В.Воробьев «Вăрнарти издательство çурчĕн» ПУПĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин та пичет ăстисем тĕлĕшпе чылай ырă сăмах каларĕ. Район пурнăçне нумай енлĕн çутатнăшăн тав турĕ, çĕнĕлĕхсен шыравĕнче малашне те малтисен ретĕнче пулма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Пĕчĕк çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ вăл: хаçат старництнче киревсĕр пулăмсене питлекен, йĕплекен публикацисем сахалтарах пулнине палăртрĕ. Журналистсем, паллах, район пуçлăхĕн асăрхаттарăвне шута илме шантарчĕç.
Редакцт коллективĕ çирĕпленнĕ йĕркесене тытса пынипе пĕрлех çĕнĕлĕхсене те пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать. Кăçалтан пуçласа хамăр ентешĕмĕрĕн, Чăваш халăх писателĕн, публицистикăн Анатолий Емельяновăн премине туса хуни те - ырă ĕçсенчен пĕри. Район хаçачĕн экономикăпа право пайĕн пуçлăхĕ В.Николаев пĕрремĕш лауреат пулса тăчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура тĕп редактор А.Фомина ăна А.Емельяновăн преми лауреачĕ пулнине ĕнентерекен хута тата пĕр пин тенкĕ укçапа хавхалантарчĕ. Калас пулать, Вячеслав Васильевич 35-мĕш çул район хаçатĕнче ĕçлет, унăн ĕç çыннисем, вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, мал опыт кăтартавансем çинчен çырнă очерксене ыйтусем хускатакан вулакансем хапăлласах йышăнаççĕ. Çавăн пекех вăл район предприятисемпе организацисен пурнăçĕпе паллаштарать, йĕрке хуралçисен ĕç-хĕлне туллине çутатать. Юлашки çинчен уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Ку енĕпе вăл республикăри журналистсем хушшинче те палăрма пултарчĕ. Унăн сумлă тÿпипех 2003 çулта «Правопорядок» конкурсра район хаçачĕсем хушшинче «Çĕнтерÿ çулĕ» иккĕмĕш, пĕлтĕр вара пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Ку, паллах, йĕрке хуралçисенче тимлекенсемшĕн те пысăк чыс. Ахальтен мар ĕнтĕ, шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ милици подполктвникĕ Ф.Тимофеев ăна пĕрлешсе ĕçленĕшĕн уйрăммăн тав турĕ, яланах çыхăну пулма сотовăй телефон парнелерĕ.
Уяв йĕркелÿçисен ячĕпе çак кун чăннипех те чылай ăшă сăмах янăрарĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канаш депутачĕ В.Свешников, Вăрнар поселок администрацийĕн пуçлăхĕ В.Львов, республикăри район хаçачĕн редакторĕсем, пичет ветеранĕсем, обществăлла корреспондентсем... пурте саламласа парнесемпе чысларĕç.
Хутăш препаратсен завочĕн столовăйĕнче тăсăлнă уяв кĕрекинче вара пичет ĕçченĕсем районти культура çурчĕн артисчĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.