Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Юратнă хаçатăмăра аллă сакă çул çырăнса илетĕп

Хаклă редакци ĕçченĕсем!

Сире пĕтĕм вулакансен ячĕпе район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 75 çул çитнĕ ятпа чĕререн хĕрÿллĕн саламлатăп. Пархатарлă та çăмăл мар ĕçре йывăрлăхсене яланах çĕнтерсе пымалла пултăр. Пирĕн юратнă «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат район çитĕнĕвĕсемпе паллаштарсах тăрать, çитменлĕхсене куçран питлет, ырми-канми ĕçченсем, маттур та пуçаруллă çынсем, кун-çул каçалăкĕпе çирĕп утăмсемпе утакансем çинчен малашне те паллаштарсах тăтăр.

Эпĕ район хаçатне 1947 çултанпа пĕр сиктермесĕр çырăнса илетĕп. 2006 çулшăн ăна сентябрьтех çырăнтăм. Эпир, ватă çынсем, «Çĕнтерÿ çулĕ» килессе кĕтсех тăратпăр. Унти статьясене ушкăнпа вуласа хамăра май сÿтсе яватпăр. Юратнă хаçатăмăр урлă район çитĕнĕвĕ-çитменлĕхĕсене пĕлсе тăратпăр. Лайăххи - савăнтарать, çитменлĕх - шухăшлаттарать. Ватă пулин те пурнăç утти-чуппинчен юлас килмест. Малашне эпир ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕрен вăй илни, талккăшпех хыт-хура сырса илнĕ уйсенче каллех вăйлă тыр-пул çитĕнтерме тытăнни çинчен статьясем тухасса кĕтетпĕр.

Ырлăх-сывлăх пултăр сире, юратнă хаçата илемлĕ те интереслĕ кăларассишĕн тăрăшакан ĕçченсем!

 

Анна ИВАНОВА, ĕçпе тыл ветеранĕ

Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика