Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2011-03-17 Шахматистсем – пĕрремĕш. («Çěнтерÿ çулě», пуш,16,2011)

Районти çамрăк шахматистсем Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртнĕ «Сурский край – шахматный рай» фестивальте çав тери чаплă результат кăтартнă.

   «Ку ачасемпе республика превенствинче те çĕнтерме май пур», - савăнăçлăн пĕлтерчĕ шашка – шахмат енĕпе ача – пăча пултарулăх çуртĕнче тренер – преподавательте ĕçлекен Григорий çСепанов ку районти Атнар ял поселенийĕн пуçлăхĕн тĕп парнине – Кубока – алăра çавăрнă май.

    «Ылтăна» пиллĕкĕн тан тивĕçнĕ: Калининăри Екатерина Иванова тата Владимир Ильин, Çĕрпелти Андрей Николаев тата Хирпуçĕнчи Виталий Мураткин. Виççĕн – Вăрнарти Данил Леонтьев, Малти Ишекри Надя Хрисанова тата Владимир Ситников – «кĕмĕл» илсе таврăннă. Хăмасем çинче тĕрлĕ ÿсĕмре пĕтĕмпе 68 арçын ача тата 30 хĕр ача тупăшнă.

    Кунсăр пуçне Андрей Николаевпа Ирина Иванова ятарлă «Чи лайăх вăйăç» Кубока тивĕçнĕ. Пĕррмĕшĕ вăйă тăршшĕпе çур очко кăна çухатнă, Ирина вара май пулнă 7 очкоран 6-шне выляса илнĕ.

P.S. Андрей Николаев Çĕрпелти вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренет. Андрей, эпир сана «Чи лайăх вăйăç» ята тивĕçнĕшĕн саламлатпăр.

Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика