Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

7. Çемйипех - тăван хуçалăхра (Районная газеты "Путь победы" 19.04.2003)

Мĕн тĕрлĕ професси кăна çук пулĕ паянхи кун; Чунтан парăнса ĕçлесен кирек хăшĕ те пархатарлă. Чылай çемьере ывăл-хĕрĕ ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илет, аслисен ĕçне малалла тăсать. Çемье династийĕсем пирĕн районта сахал мар. Чи пархатарлă вун-вун çемьен çитĕнĕвĕсемпе савăнтармалла. Вĕсем хушшинче ялхуçалăхĕнче, вĕрентỹре, заводра, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсем чылай. Хăшĕ-пĕрисен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ темиçе çĕр çултан та иртет.
Акă, Хăмăшри Ираидăпа Геннадий Семеновсен çемйин виçĕ ăрăвĕн шăпи тăван «Броневик» хуçалăхпа çыхăннă. Вĕсене ялта пурте аван пĕлеççĕ, хисеплеççĕ.
Ксения Федоровна Павлова ĕмĕрĕпех ялта, колхозра ĕçленĕ. «Броневик» хуçалăхра уй-хир бригадинче вăй хунă, фермăра пăрусем пăхнă. Мăшăрĕпе, Михаил Павловичпа, сакăр ача ỹстернĕ. Аслă хĕрĕ, Ираида, мĕн пĕчĕкрен çăкăр хакне пĕлсе ỹснĕ. Тăван тавралăха юратнипех, ĕçлеме ỹркенменнипех хăйĕн пурнăçне ялпа çыхăнтарнă вăл. Сакăр класс пĕтерсен тăван хуçалăхра ĕçлеме тытăннă. Малтанах лашасем кỹлнĕ, колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. Унтан Хăмăшри сĕт-çу ферминче дояркăра тимлеме пуçланă. Ку ĕçе вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех улăштарман. Пултаруллă та ĕçчен хĕрарăмăн Хисеп грамотисем, наградăсем нумай. Сĕт суса илессипе районти ăмăртура пĕрре кăна мар мала тухма пултарнă Ираида Михайловна. Амăшĕнни пекех И.Семенован пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 35 çулпа танлашать. Упăшки те, Геннадий Николаевич, ĕçе парăннă çын. Вăл - хуçалăхри паллă механик. Мăшăр вунпĕр ача пăхса çитĕнтерет. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ ялхуçалăх ĕçченĕсем. Юля Киров облаçĕнче ветеринарта вăй хурать, тăваттăшĕ ялта тĕпленнĕ.
Надежда Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан тăван яла таврăнать. Çамрăк хĕре Хăмăшри сĕт-çу заведующийĕ пулма шанаççĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл Калинино салинчи 24-мĕш професси училищинче водителе вĕренет. Час-часах машина-трактор çỹретме тивет ăна. Халĕ маттур хĕр «Санар» агрофирмăри ферма заведующийĕ.
Надьăн шăллĕ-йăмăкĕсем те тăван хуçалăхрах юлма шутланă. Иван фермăра слесарьте ĕçлет, Ольгăпа Татьяна - дояркăсем. Семеновсем ĕçре пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Акă, Иван тепĕр чухне йăмăкĕсене ĕне суса пама та ỹркенмест.
Ĕçре кăна мар, пурнăçра та маттур Семеновсем. Ялта иртекен культура тата спорт мероприятисенче те хастар вĕсем.
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика