Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

6. Оськинсем, вĕрентекенсем (Районная газета "Путь победы" 15.04.2003)

Кирек ăçта çитсен те, кирек кам пулса ĕçлесен те хамăра пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă çынсене асра тытатпăр. Çавăн пек нихăçан манăçми çынсем - учительсем. Вĕсем атте-анне пекех çывăх та хаклă. Çăмăл мар учитель ĕçĕ. Çапах та çак ĕçе чун-чĕререн парăннă çынсем сахал мар. Ĕмĕр тăршшĕпе çак йывăр та пархатарлă ĕçре вăй хуракан Оськинсемпе паллаштарасшăн.
Çемье пуçлăхĕ Павел Андреевич Оськин Вăрманкас ялĕнче 1931 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче колхозник çемйинче çуралса ĕснĕ. Ашшĕ, Андрей Иванович, колхозра конюх, кладовщик пулса ĕçленĕ. Ялта ятлă-сумлă çын пулнă. Мăшăрĕпе, Клавдия Ефимовнăпа, хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Амăшĕ колхоз уй-хирĕнче вăй хунă. Ывăлне питĕ вĕрентесшĕн пулнă.
Пĕчĕк Павликăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче иртнĕ. Хĕрĕ ĕçпе пиçĕхнĕ.
- Хăрушă вăрçă пуçланнă чухне эпĕ вуннăри ача пулнă. Яла юлнă салтак арăмĕсемпе, ватă-вĕтĕпе пĕрле эпир çĕрĕн-кунĕн уйра е йĕтем çинче ĕçленĕ. Лашапа сĕре сĕреленĕ, кĕл те турттарнă, çĕрулми купаланă. Лашапа Вăрнара тырăпа, çĕрулмипе кайнă, вăрмантан вутă турттарнă, - аса илет Павел Андреевич. - Ачалăха çывăрнă-çывăрман, каннă-канман ирттернĕ. Уйрăмах çĕрле йĕтем çине кĕл- те турттарма йывăрччĕ.
Ахальтен мар  вăрçă çулĕсенчи унăн хастар ĕçне совет правительстви тивĕçлипе хакланă - вунпиллĕкри арçын ачана «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă.
Пĕрремĕш медаль! Вĕресе, çунса тăракан чун-чĕреллĕ ачашăн ку нихăçан манăçми, ĕçре юхтарнă вĕри тар медалĕ.
Павлик шкулта та тăрăшса вĕреннĕ. 1946 çулта ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула Мухтав грамотипе вĕçленĕ, çав çулах Канашри педучилищăна çул тытнă - ăна учитель пулас ĕмĕт илĕртнĕ. Педучилищĕрен вĕренсе тухнă вунтăххăрти çамрăка хамăр районти Сăкăтри шкула ĕçлеме янă. Кунта Павел Андреевич вырăс чĕлхипе литературине икĕ çул вĕрентнĕ. Пĕлĕвĕ çителĕксĕртереххине ăнланса, Канашри учительсен институтне кайса кĕрет. ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, 1953 çулта, П.А.Оськина Хирпуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула ĕçлеме яраççĕ, кунта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, çав хушăрах завучра тимлет. Ĕçленĕ хушăрах 1959 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтне пĕтерет. Çав çулах Павел Оськин тăван Вăрманкаса таврăнать, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать. Кунта вăл 42 çул - хăй тивĕçлĕ канăва тухичченех - вăй хурать. Çав шутран 18 çул завучра, 2 çул директорта тимлет.
Мĕнпе виçме-хаклама пулать-ши вĕрентекенĕн йывăр та пархатарлă ĕçне;
Унăн пурнăç тĕллевĕ - çамрăк ăрăва тарăн пĕлĕ парасси. Вĕренекенсенчен вăл çирĕп ыйтать, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хăйĕн ачисемшĕн савăннă пекех савăнать. Павел Андреевич чи малтанах кашни ачан уйрăмлăхне пĕлме тăрăшать. Урокра çĕнĕ материала ачасем ăнланмалла, çăмăл чĕлхепе каласа парать, хăнăхтару ĕçĕсем нумай ирттерет, кăтарту пособийĕсемпе анлăн усă курать. Çĕнĕ темăна ăнлантарнă чухне калаçу меслетне тĕпе хурать.
П.А.Оськин пысăк пĕлĕллĕ, хĕрĕ туйăмлă, культурăллă çын. Вăл савнă мăшăр та, юратнă ашшĕ те, ырă кăмăллă аслашшĕ те. Çавăн пекех сăпайлă та тирпейлĕ çын, яланах тĕрĕслĕхшĕн çунать, çутçанталăка, тăван тавралăха чĕререн юратать. Павел Андреевич çынна ялан ырă сунать, вĕренекенсемпе питĕ тимлĕ, хăйĕнчен хăй çирĕп ыйтать, пысăк тавракурăмлă. Ял-йыш, пĕрле ĕçлекенсем, вĕренекенсем ăна чунтан хисеплеççĕ.
- Атте-анне, çавăн пекех шкулти учительсем мана мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, вăйлă та хастар, ырă чунлă пулма вĕрентнĕ, вĕсен пехилне нихăçан та манмастăп, - тет ветеран.
Вăрманкас шкулĕн директорĕ, вырăс чĕлхипе литературин учителĕ В.И.Нарышкина П.А.Оськин пирки çапла пĕлтерчĕ% «Педагогика институчĕ хыççăн мана Вăрманкасри вăтам шкула ĕçлеме ячĕç. Эпĕ опытлă педагогпа, Павел Андреевич Оськинпа, паллашрăм, час-часах унăн урокĕсене çĕреттĕм, вĕсем питĕ интереслĕ иртетчĕç. Мĕнпе палăрса тăраччĕç-ха вĕсем; Пысăк идейăллă, пуян пĕлĕ, ăста методика палăраччĕ вĕсенче.
Вăл ачасене кĕнеке юратма, харпăр хăй шухăшне калама, ăста вулама тата çырма вĕрентетчĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе те час-часах тĕл пулса чун-чĕререн калаçатчĕ. Çавăнпа ăна пурте хисеплетчĕç».
Вăрманкасри вăтам шкул 1950 çултанпа чылай вăхăт Раççей Федерацийĕнчи наци шкулĕсен базăллă шкулĕ шутланнă. Павел Андреевич наци шкулĕсен Мускаври институчĕн экспериментсем ирттерекен учителĕн ĕçĕсене вăтăр çул ытла чыслăн пурнăçласа пынă.
Обществăлла ĕçрен те вăл нихăçан та пăрăнман. ăна «Пĕлĕ» обществăн пуçламăш организацийĕн председательне, парторга, профком председательне темиçе хутчен те суйланă. Хĕрĕх çул пропагандистра тимленĕ. Тĕрĕ кăмăлне кура ял-йыш ăна темиçе хутчен Вăрманкас ял совечĕн депутатне суйланă. Сăмах май, халĕ П.Оськин Вăрманкас ялĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пырать.
Халăха вĕрентес ĕçри çитĕнĕсемшĕн П.А.Оськина 1960 çулта «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа, 1961 çулта Раççейри педагогика наукисен Академийĕн Хисеп грамотипе, 1980 çулта Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп Грамотипе чысланă. Çавăн пекех темиçе хутчен Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн, Халăха вĕрентес ĕç министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕç пулнă.
- Тăван Вăрманкас шкулĕнче пĕр-пĕрне ăнланакан çынсемпе ĕçлеме тĕр килнĕшĕн хама телейлĕ тесе шутлатăп. Туслă йыш мана хам суйласа илнĕ ĕçре 50 çул хушши вăй-хала шеллемесĕр тимлеме хавхалантарса пынă,- тет П.Оськин.
Çакă мар-ши чăн-чăн телей;
Павел Андреевичăн мăшăрĕ те, Людмила Константиновна Оськина, 1964 çултан пуçласа 2001 çулччен - мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен - Вăрманкас шкулĕнче математикăна вĕрентнĕ. Людмила Константиновна Хапăс ялĕнче йышлă çемьере çуралса ĕснĕ. Хапăсри Сапожниковсен ачисем - вĕсем улттăн пĕртăван - пурте пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă, лайăх вĕренекенсен шутĕнче пулнă. Ачасем кил-çуртри ĕçсене пурнăçлама, выльăх-чĕрлĕх пăхма яланах ашшĕ-амăшне пулăшнă, пахчара, колхоз уй-хирĕнче вăй хунă. Амăшĕ, Ульяна Степановна, сăпайлăскер, колхозра ĕçленĕ. Ашшĕ, Константин Васильевич, Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕ, ĕмĕрĕпех колхозра вăй хунă. ăслă та ырă кăмăллă, тĕлек те лăпкă çын. Вăл, 88 çула çитнĕскер, ачисене халăха юратса, сума суса пурăнма, кил-йыша упрама ыр сунать.
Пĕчĕк Люда ачаранах учитель  пулма ĕмĕтленнĕ. Хапăсри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн, института кĕме стаж пухас тĕллевпе, икĕ çул Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ.
1959 çулта вăл Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен пединститута вĕренме кĕнĕ. 1964 çулта, аслă шкул дипломне алла илнĕ хыççăн, ăна математика предметне вĕрентме Вăрманкасри вăтам шкула яраççĕ. Кунта Людмила Константиновна 40 çула яхăн тăрăшать, виçĕ çулне завучра тимлет. Вăл обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. ăна темиçе хутчен те профсоюз комитетне суйланă, колхозри хĕрарăмсен советĕнче нумай çул тимленĕ. Темиçе хутчен Ял советне депутата суйланă.
Ĕçне кура - мухтавĕ. Л.К.Оськинана «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа, республика Министрсен Канашĕн халăха вĕрентес ĕç министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă.
- Çăмăл мар учитель ĕçĕ, енчен те халĕ тепĕр хут суйласа илмелле пулсан, учитель ĕçнех килĕштернĕ пулăттăм. Учительте ĕçленĕшĕн пĕрре те кулянмастăп, пурнăçа ахаль ирттермен пек туйăнать. Мана тата хамăрăн кĕçĕн хĕр, Наташа, математика учителĕ пулса тăни те чĕререн савăнтарать, - тет Л.К.Оськина. - Çавăн пекех, математика предметне юратнине пулах, эпĕ вĕрентнĕ ачасенчен нумайăшĕ  математика учителĕсем пулса тăчĕç.
Çапла, Оськинсен хĕрĕ, Наталия, 1995 çултанпа, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх учниверситетне пĕтернĕренпех, Вăрманкас шкулĕнче математикăна вĕрентет. Сăмах май калас-тăк, Оськинсен, педагогсен, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 96 çулпа танлашать.
Учительсен çемйинчен тухнă вĕрентекенсем питех те ăста педагог пулнине пурнăç тахçанах çирĕплетсе панă. Наташа пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕн йывăр ĕçне чĕрепе туйса, ăнланса ĕснĕ.
Оськинсем вĕрентсе кăларнисенчен чылайăшне халĕ республикипех, çĕршывĕпех пĕлеççĕ.
Чылайăшĕ ялхуçалăхĕпе промышленноçра, çар ĕçĕнче, культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре чап-сум çĕнсе илнĕ.
Сăмахран, Е.И.Николаев - техника наукисен кандидачĕ, Санкт-Петербургра ĕçлесе пурăнать. В.Н.Кудряшов - подполковник, техника наукисен кандидачĕ, Мускавра ĕçлесе пурăнать. Н.Г.Радов - врач, Екатеринбургра ĕçлесе пурăнать, М.Ф.Антонов - халăха вĕрентес тата аслă шкулсен облаçри профсоюз комитетĕнче вăй хурать. Г.М.Скворцова - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Шупашкарти трактор завочĕн культура керменĕнче халăх театрне ертсе пырать. А.Г.Кошкин И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педуниверситетра вăй хурать, С.И.Зубов - Шупашкарти спорт шкулĕн директорĕ.
Хуçалăхри тĕп специалистсем пурте тенĕ пекех Оськинсем вĕрентнĕ çынсем.
Паянхи куна, акă, Оськинсем вĕрентнĕ çамрăксем - Светлана Афанасьева, Ольга Одырева, Инна Павлова - Канашри педучилищĕре пĕлĕ пухаççĕ. Татьяна Зубова тата Наталья Лукина И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен университетра курăмсăр майпа вĕренеççĕ. Светлана Лукина И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педуниверситетра пĕлĕ пухать.
Учитель профессине суйласа илнисем Вăрманкасра кăна 84 çын, вĕсенчен 40-не Оськинсем вĕрентнĕ. Вăрманкас шкулĕнче халĕ ĕçлекен 17 учительтен çиччĕшĕ Оськинсем вĕрентнисем.
Çак тĕслĕхсем Вăрманкас çамрăксенчен ытларахăшĕ учитель профессине юратни, хисеплени çинчен  калаççĕ. Мĕнрен килет-ши çак туртăм;
Вăрманкасра чылай вăхăт учительте Чăваш Республикин тата Раççей шкулĕсен тава тивĕçлĕ учительници А.Н.Посадская тата унăн ашшĕпе амăшĕ Анна Ивановнапа Николай Ефремович Ефремовсем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем Д.Д.Зубов тата А.А.Николаева, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ Н.С.Федотова ĕçленĕ.
Пурнăçра сăнанинчен çакă та паллă% çамрăксем чылай чухне ялти ятлă та сумлă çынсен профессине суйласа илеççĕ.
Сăмах май каласан, П.А.Оськин хăйне пуçласа çырма, вулама, шутлама хăнăхтарнă Анна Ивановна Ефремовăна яланах ăшă кăмăлпа аса илет.
Оськинсем пурнăçран, вăхăт паллинчен юлмаççĕ, хаçат-журнал чылай çырăнса илеççĕ. Кил-хуçалăхра та вăхăта ахаль ирттермеççĕ% карта тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Пахчара, анкартинче ĕçлеме юратаççĕ, тĕрлĕ чечек, пахча-çимĕç ĕстереççĕ. Шупашкарта пурăнакан ывăлĕн ачисене - Коляпа Андрей мăнукĕсене - çитĕнтерме пулăшаççĕ. Калас-тăк, Оськинсен ывăлĕ Володя Санкт-Петербургри технологи институтĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарта сĕт заводĕнче инженерта ĕçлет. Институтра вĕреннĕ вăхăтра, пĕрремĕш курс хыççăн, Володя Оськина Совет çарне илнĕ, 1983-1985 çулсенче интернационалист-воин пулса çар тивĕçне Афганистанра чыслăн пурнăçланă. Владимир Павлович канмалли кунсенче çемйипе тăван яла таврăнсан ашшĕ-амăшне йывăр ĕçсене тума пулăшать.
Çапла, Оськинсен çемйи яланах тату пурăнать.
Ĕç династийĕсен пуян опытне, паха тĕслĕхĕсене паянхи çамрăксене пани чăннипех ырă, савăнтаракан пулăм. Çакă пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен яш-кĕрĕме хăйсем суйласа илекен ĕçе чун-чĕре юратăвĕпе туса пыма пулăшĕ.
Тавах сире, Оськинсем, пархатарлă ĕçĕсемшĕн. Педогогсен династине малашне те ламран лам аталантарса пыма ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика