Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Павловы - Семеновы

                                                  

       Павлова Ксения Федоровна Хăмăш ял администрацине кĕрекен Услапа Нурăс ялĕнче хресчен çемийнче 1930-мĕш çулта çуралса ỹснĕ.
        Услапа каччипе Павлов Михаил Павловичпа çемье çавăрса сакăр ача пăхса çитĕнтернĕ. Ĕмĕрĕпех ялта, колхозра ĕçленĕ «Броневик» хуçалăхра уй-хир бригадинче вăй хунă, фермăра пăрусем пăхнă.
         Ачисем ытларах хулара тĕпленнĕ. Ялта халĕ Ксения Федоровна кĕçĕн хĕрĕн çемйипе пурăнать.
       Ксения Федоровна халĕ тивĕçлĕ канура. Нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн «Еç ветеранĕ» ята тивĕçлĕ пулнă.
        Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 35 çул.
        Аслă хĕрĕ – Ираида Михайловна, Хăмăшра пурăнать.

                                
       Ираида Михайловна – Ксения Федоровнăн  аслă хĕрĕ. Вăл 1950-мĕш çулта çуралнă. Хăмăшри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан ялтах юлнă, «Броневик» хуçалăхра ĕçлемме пуçланă. Малтанах вăл лаша кỹлнĕ, колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. 1968-мĕш çулта Хăмăшри сĕт-çу ферминче дояркăра ĕçлемме пуçланă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта вăй хунă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн панă хисеп грамотисем чилай упранаççĕ çемье архивĕнче. Районти дояркăсем хушинче сĕт суса илессипе пĕрре кăна мар мала тухнă Ираида Михайловна.
       Мăшăрĕ – Геннадий Николаевич ĕмĕрĕпех хуçалăхра механик пулса ĕçлет. 11 ача пăхса çитĕнтереççĕ Семеновсем.
       Ираида Михайловна халĕ тивĕçлĕ канура, «Материнская слава» орденсен кавалерĕ, ĕç ветеранĕ.
       Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 35 çул.
                                                   

                                                       
       Надежда – Ираида Михайловнăпа Геннадий Николаевичăн тăваттăмĕш хĕрĕ. 1977 – мĕш çулта çуралнăскер, 10 класс пĕтерсен Вăрнарти сельхоз-техникума пĕтерчĕ, «зоотехник» профессине алла илчĕ. Тăван хуçалăха «Броневика» таврăнса, Хăмăшри сĕт-çу ферминче ферма заведующийĕнче вăй хума пуçларĕ.
        Ĕçленĕ хушăрах Нурăс салинчи 24-мĕш профессии училищинче водителе вĕренчĕ. Трактор машинпа рулĕ умĕнче те курма пулать ăна час-часах.
        Паянхи кун вăл «Санар» агрофирмăра ферма заведующийенче тимлет.
        Ĕç стажĕ – 5 çул.
 
                                                                                        
       Иван - çемьери пиллĕмĕш ача. Вăл 1978-мĕш çулхи ноябрь уйăхĕнче çуралнă. 24-мĕш СПТУ-ра тракториста вĕренсе тухнă. Казахстанра Байконурта çар хĕсмечĕнче тăнă. Тăван яла таврăнсан,  «Броневик» хуçалăхра вăй хурать.                                                                                                        
       Паянхи кун Иван Хăмăшри фермăра слесарь пулса ĕçлеть, фермăран тислĕк кăларать. Пушă вăхăтра йăмăкĕсене ĕне сума та пулăшать.
      Ĕç стажĕ – 4 çул.
 
                                             
       Ольга 1980-мĕш çулта çуралнă, семьери улттăмĕш ача. 9 класс пĕтернĕ хыççăн Нурăс салинчи 24-мĕш училищĕре вĕренсе тухнă.
       5 çул çитет вăл Хăмăшри сĕт-çу ферминче дояркăра ĕçлемме пуçланăрапа.
       Оля çемйелĕ. Мăшăрĕ - Иванов  Владимир Геннадьевич та çак фермăрах тимлет – мăкăрсене самăртать.
        Çамрăк мăшăр килĕштерсе пурăнать.
        Анчахрах çемьери йыш хушăнчĕ – ывăл, Сергей çуралчĕ.
      
                                                            
        Татьяна – семьери çиччĕмĕш ача. 11 çул вĕренсе пĕтерсен, вăл та амĕшĕн çулĕпех кайрĕ, дояркăна ĕçлеме вырнаçрĕ. Вунсакăр çулхи хĕр уйрăм группа тытса ĕнесене сума пуçларĕ. Икĕ çума яхăн ĕçлет вăл фермăра.
       Çемьеллĕ. Мăшăрĕ – Геннадий Николаевич та «Броневик» хуçалăхра трактористра тимлет. Саша ятлă ывăл çитĕнет çамрăк мăшăрăн.
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика