Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2. Аслисен çулĕпе (Районная газета "Путь победы" 29.03.2003)

Нурăс тăрăхĕнчи тепĕр çемье çинчен те çырмасăр хăварар мар. Шăхальти Никифор Михайлович Михайлов хăй вăхăтĕнче Калининăри участок больницинче конюхра, унăн мăшăрĕ Акулина Степановна вара санитаркăра чылай çул тимленĕ. Вĕсем хăйсен ĕмĕрне кунтах ирттернĕ тесен те йăнăш мар.
Ашшĕпе амăшĕ больницăра ĕçленĕрен-ши е çынсене сыватас шухăш канăç паманран вĕсен хĕрĕ Люба фельдшера вĕренсе тухнă. Вăл Ярмушкара фельдшерицăра ĕçе пуçăннă. Халĕ Нурăс больницин терапи уйрăмĕнче медицина сестринче вăй хурать. Любовь Никифоровна чирлисене сыватассишĕн, 30 çул ытла тăрăшать. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнишĕн, чирлисемпе сăпай пулнăшăн хисеплеççĕ ăна. Унăн мăшăрĕ Геннадий Матвеевич Матвеев та çакăнтах, васкавлă пулăшу машини çинче шоферта тимлет.
Тĕрĕссипе каласан, Матвеевсем çемйипек Калининăри участок больницинче ĕçлеççĕ. Кашни ирех тăван Шăхальтен Нурăса ултă çухрăм, ĕç вĕçленсен вара каялла, утаççĕ. Вĕсемшĕн çакă, тен, уçăлса çỹренĕ пек кăна. Çын хăнăхать-çке.
Матвеевсем икĕ ача _ хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ. Хĕрĕ Нелли Калининăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан амăшĕн çулĕпе кайнă. Малтан хĕрача тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Конкурс пысăк пирки врача вĕренме кĕреймен вăл. Вара тĕп хулари медицина училищинче ăс пухма пуçланă. Медсестра дипломне алла илнĕ. Тăван больницăра çичĕ çул ĕçлет ĕнтĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче заочно вĕренет, химик пуласшăн.
Ывăлĕ Владимир улттăмĕш çул ашшĕ пекех шофер, васкавлă пулăшу машини çинче тимлет. Хăйĕн ĕçне килĕштерет çамрăк çын. Матвеевсен çемье ĕç стажĕ 100 çула яхăн.
Коллективра килĕштереççĕ Матвеевсене. Вĕсем чирлисемпе те, ыттисемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ, хăйсен ĕçне кашниех чун-чĕре хушнипе пурнăçлать. Ун пек чухне ĕç ăнать, ĕмĕтленес, пурăнас килет.

Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика