Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

1. Хисепе тивĕç (Районная газета "Путь победы" 29.03.2003)

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Гавриловичпа Куславкка тăрăхĕнчи Анфиса Ивановна институт пĕтерсен Калинино шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштернĕ, çемье çавăрнă.
Халĕ Ласкинсене Нурăс тăрăхĕнче пĕлмен çын çук. Николай Гаврилович Ласкин çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани, ăс-тăн парассишĕн 46 çул (вĕсенчен иккĕшне Калининăра, кайран Малтикас Ялтăрара) математикăпа, унăн мăшăрĕ Анфиса Ивановна вара 40 çул химипе вĕрентнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вĕсем юратнă ĕçе пăрахман. Шел пулин те, Анфиса Ивановна Ласкина _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ _ иртнĕ çул вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Халĕ Николай Гаврилович хĕрĕпе Ларисăпа пурăнать.
Лариса Николаевна та ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Калининăра вăтам шкул пĕтерсен Шупашкара çул тытнă. Учительсем хатĕрлекен институтра пĕлỹ пухнă хыççăн тăван шкула килнĕ. Вăл та ачасене 21 çул химипе вĕрентет.
Ласкинсен ывăлĕ Александр учитель профессине алла илмен. Апла пулин те Александр Николаевич чылай çул ашшĕпе амăшĕ ĕçленĕ шкултах тимлет. Килне май кинĕ, тенешкел, унăн мăшăрĕ те хăйĕн пурнăçне тăван шкулпах çыхăнтарнă. Галина Валерьяновна Ласкина ачасене çирĕм çул ытла химипе вĕрентет.
Ашшĕпе амăшĕ 46 çул пĕрле пурăнса ачисене тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă, ура çине тăратнă. Николай Гавриловича ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ Малтикас Ялтăра шкулне халĕ те чĕнсе илеççĕ. Вăл час-часах хăй вĕрентнĕ ачасемпе тĕл пулать. Уявсене хутшăнать, кирлĕ пулсан ырă канаш парать, пулăшать.
Канăçа пĕлмен ĕç ветеранне ачасем манмаççĕ. Уявсенче открыткăсем яраççĕ, çырусем çыраççĕ. 46 çул кашни кун 12 çухрăм çурран утнăскер, халĕ те ĕçсĕр ларма пултараймасть. Пахча-хурара тĕрлĕрен йывăç, çимĕç, çырла çитĕнтерет, чăх-чĕп пăхать.
Ласкинсен ĕç стаже 150 çул ытла. Вĕсем хăйсен ĕçне чĕре хушнипе пурнăçлаççĕ. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

 

Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика