Чылай çемьери ачасем аслашшĕ-кукамăшĕн, ашшĕ-амăшĕн çулĕпе каяççĕ, аслисен ĕçне малалла тăсаççĕ. Акă, Уйкас Кипекри Павловсен çемйинех илер.
Çемье пуçне, Алексей Павлович Павлова, “Звезда” колхозри пĕрремĕш тракторист тесен те йăнăш пулмĕ. Хăй вăхăтĕнче тăван хуçалăхшăн кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă вăл, уй-хирте пĕр канмасăр тăрăшнă. ,çченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе ял çыннин хисепне тивĕçнĕ механизатора паянхи кун та ырăпа кăна асăнаççĕ. Таса чунлăскер ачисене те хăй пек вăйлă, тỹрĕ чунлă пулма, чи кирли - ĕçе юратма вĕрентнĕ вăл. Ывăлĕсем унăн - Василий, Леонид, Николай, Юрий - трактористсем. Пĕчĕкренех ашшĕпе мăнаçланнă, ун пек пулма ĕмĕмтленнĕ вĕсем. Çарта пулнă хыççăн та ĕç шырама аякка тухса кайман, пурте тăван ялта тĕпленнĕ, “Звезда” хуçалăхра “хурçă утсене” çỹретме тытăннă - Василийпе Юрий МТЗ-80, Леонидпа Николай ДТ-75 тракторсене. Шел, паянхи кун Леонидпа Василий çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Николай Алексеевич халĕ “Маяк” ялхуçалăх кооперативĕнче вăй хурать. Тракторĕ яланах ĕçе тухма хатĕр унăн. Валерий ывăлĕ те ăста тракторист, час-часах ашшĕне пулăшать. Кĕçĕн ывăлĕн, Юрий Алексеевичăн, вара чире пула юратнă ĕçне пăрахма тивнĕ.
Василий Алексеевичăн ывăлĕ, Валерий, кĕçĕн çулсенчех ашшĕпе юнашар ларса çỹренĕ. 7-8-мĕш классене çитнĕ çĕре вăл тракторист пулса та тăнă. Шкул пĕтерсен Çĕмĕрлере вĕреннĕ, унтан çара кайнă. “Вĕри точкăсенче” те пулма тỹр килнĕ ăна. Çартан таврăнсанах “Маяк” хуçалăхра тăрăшма пуçланă. Халĕ вăл ашшĕ çỹретнĕ МТЗ-80 тракторăн “хуçи”. Пур ĕçре те кирлĕ çын. Тыр-пул акнă, пуçтарнă çĕре хутшăнать, утă-улăм турттарать. Ял çыннисем те техника енчен пулăшу кирлĕ пулсан, тỹрех ун патне пыраççĕ. Никама та кỹрентермест вăл - çынсене ырă тума васкать. Тепĕр чухне килĕнчи ĕçсене пăрахсах кỹршисене пулăшать. Уçă кăмăллă пулнăшăнах ял-йыш хисепĕнче ĕнтĕ вăл.
Павловсен техникăпа интересленни çеç мар, пултарулăхĕ те ăруран куçса пырать. Çỹлерех асăннă арçынсем пурте купăспа ăста вылянă, выляççĕ Те. Пысăк уявсем, туйсем Павловсем купăс каламасăр иртмен, халĕ те иртмеççĕ.