Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхерен ютшăнар мар

12 июля 2008 г.

Ман тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Ăна тăван атте-анне парнеленĕ. Вĕсем çак чĕлхепе калаçма вĕрентнĕ. Тăван чĕлхе пурри мана сивĕ чухне те ăшăтать, çумăрта та хĕвел пулса йăл! пăхать, чунăмра тунсăх пулсан та тăван чĕлхе ман кăмăлăма çĕклентерсе ярать. Анчах та чăваш чĕлхи паян пур, ыран вара çак чĕлхепе калаçакансем пулĕç-ши;

Çак ыйту мана кăна мар, ытти вулакансене те хумхантарасса шанас килет. Хальхи вăхăтра  çамрăксем ялтан хуласене вĕренме каяççĕ те чăвашла калаçма манаççĕ, чăваш пулнишĕн намăсланаççĕ. «Хула вĕт ку, ял мар!» - теççĕ. Мĕн ачаран хулара ÿссе çитĕннĕ çынсемех чăвашла пĕлеççĕ, калаçаççĕ. Ялтан тухнă хĕрсемпе яшсем варамĕншĕн именеççĕ; Хăйсем Чăваш Республикинче пурăнни çинчен шутлаççĕ-ши вĕсем;!

Ăнланма пултараймастăп: мĕншĕн вăтанмалла чăваш чĕлхинчен; Мĕншĕн çамрăк ăру ăна нимĕн вырăнне те хумасть; Пурнăçа тăсакансем эпир-çке, çамрăксем-çке. Ваттисем çĕре кĕреççĕ, йăла-йĕркесем манăçса пыраççĕ. Тăван чĕлхене çеç пĕтсе ларма парас марччĕ. Кашниннех чăваш чĕлхипе пуплеме тăрăшасчĕ.

Тăван чĕлхене хисеплеменни - атте-аннесене хисеплеменнипе танах. Çавăнпа та Тăван çĕршывран аякра пулсан та, атте-анне парнеленĕ чĕлхене манмалла мар. Çавăн чухне тин эпир хамăр халăха, çепĕç чĕлхене упраса хăварăпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика