Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Еткерлĕх ыйтăвне татса панă

02 июля 2008 г.

Вăрнар район прокуратури поселокра  пурăнакан Анна Николаевна Лобаеван, 2-мĕш ушкăн инваличĕн, ыйтăвĕ тăрăх тĕрĕслев ирттернĕ.

Упăшки вилнĕ хыççăн, саккунпа килĕшÿллĕн, А.Лобаеван еткерлĕх - мăшăрĕн пĕрлехи пурлăхри - Вăрнарти хваттерти  пайне - илмелле пулнă. Еткер прави çинчен свидетельство илме вăл Вăрнар нотариат округĕн нотариусĕ Наталия Александровна Мулеева патне  пĕтĕм документсене тăратнă. Çапах та нотариус еткерлĕх свидетельствине хатĕрлеме хирĕçленĕ. Çакна А.Лобаеван СССР паспорчĕ тивĕçлĕ пулманнипе (вăл ăна тĕне тĕпе хурса РФ паспорчĕпе улăштарман) сăлтавланă. Анчах РФ гражданствиллĕ вкладыш пур СССР паспорчĕсем Раççей территорийĕнче паянхи кун вăйра, çакна РФ Аслă суд практикипе çирĕплетнĕ.

Вăрнар район прокуратури А.Лобаеван интересĕсене хÿтĕлесе, нотариус ĕçне саккунсăр тесе йышăнма, еткерлĕх прави çинчен свидетельствăна туса пама хушма ыйтса тавăç заявленийĕ хатĕрленĕ.

Вăрнар район сучĕн кăçалхи май уйăхĕн 16-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе прокурорăн тавăç заявленине туллин тивĕçтернĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика