Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу кÿреççĕ

26 июня 2008 г.

- Тĕлĕнмелле ырă çын, - терĕ Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна  Павловна Ефимова аш-какай комбиначĕн директорĕ Юрий Попов пирки. - Кирек хăçан та пулăшу алли тăсма хатĕр. Шкул ыйтăвĕсемпе чылай предприяти пуçлăхне, уйрăм  предпринимательсене куçран пăхма тивет. Шел, пурин те Юрий Алексеевичăнни пек чĕрисем уçă мар. Пĕр япала тĕлĕнтерет. Паян, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче, пулăшу кÿмесен, ытти çулсенче ырăлăха ан та кĕт...

Асăннă вĕрентÿ учрежденийĕнче хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Районти ертсе пыракан предприяти панă спонсорла пулăшу акă электричество ламписене улăштарма кайнă. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те аякра юлман. Вячеслав Ластухин юсав валли йывăç материалсем панă. Вăлах 7-мĕш «б» класра вĕренекенсене Çавал хĕрне экскурсие кайма пулăшу кÿнĕ.

5- тата 6-мĕш классенче те ашшĕ-амăшĕсем тăрăшнипе пысăк юсавсем ирттернĕ. Шкул дирекцийĕ тăван шкулшăн, вĕренекенсемшĕн пушă вăхăта, укçа-тенкĕ шеллемен çынсене чĕререн тав тăвать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика