Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв пахалăхĕ тивĕçтермест

24 сентября 2003 г.

Эпидемие хирĕçле санитари комиссийĕ халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси районта мĕнле пулса пынине тĕрĕсленĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕн çумĕ Г.Игнатьев ертсе пынă. 1999 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинчĕ «Чăваш Республикинчи халăха 1999-2010 çулсенче ĕçмелли шывпа тивĕçтересси çинчен» ятарлă Программа йышăннăччĕ. Ăна пурнăçласа Вăрнарта сахал мар ĕçленине палăртнă комисси. Кăçалхи июльте район администраци пуçлăхĕ А.Кузьмин тавралăха 2003-2005 çулсенче таса упрас тĕлĕшпе пурнăçламалли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Виçĕмçул тата 2000 çулта çĕр айĕнчи шыв пахалăхне тĕрĕсленĕ, пĕлтĕр вара поселокра пурăнакансене шывпа çителĕклĕ тивĕçтерес тĕлĕшпе ачасен кану лагерĕ пулнă вырăнтан çĕр айĕпе шыв пăрăхĕсем туртнă, шыва уçласа тултарма Вăрнарта пысăк резервуарсем вырнаçтарнă. Çаксем пурте шыв пахалăхне лайăхлатма пулăшнă, паллах. Анчах ку та çителĕксĕр иккен. Юлашки виçĕ çул хушшинче çĕр айĕнчи шыва лабораторисенче тĕрĕслени çакна кăтартса панă - ун пахалăхĕ япăхланса пырать. Калăпăр, бор хими элеменчĕ унта кирлинчен 8,7 хут ытларах. Вăл вара çын сывлăхĕшĕн питĕ сиенлĕ. «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен уçă обществин сооруженийĕсем шыва кирлĕ пек тасатаймаççĕ, уйрăмах çурхи ейÿ вăхăтĕнче тата шалкам çумăр хыççăн хваттерсенчи крансенчен вараланчăк шыв юхать. Шыва тасатмалли сооруженисем промышленность предприятийĕн территорийĕнче пулни хăйех саккунпа килĕшсе тăмасть. Çаксене шута илсе районти санитари комиссийĕ çĕнĕ сооруженисем тума кирлине палăртса хăварнă. Çÿлерех асăннă Программăна та кĕртнĕ ăна. «Тепловодоканал «Вурнарский» муниципаллă унитарлă предприяти тата хутăш препаратсен завочĕ ĕçмелли шыв пахалăхне лабораторисенче тĕрĕслемеççĕ. Юлашкинчен санитари комиссийĕ тивĕçлĕ органсене халăха таса шыв парса тăрассине пурнăçлама хушса хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика