Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя дисксем сутнă

21 июня 2008 г.

Июнĕн 18-мĕшĕнче, юнкун, уйрăм предпринимателĕн Вăрнарти Советски урамĕнче вырнаçнă «Кодак» киоскĕнче Т. диск туяннă. Анчах пахалăхĕпе вăл кирлĕ шайра пулман. Çапла, киоскра ĕçлекен Г., пĕлсех тăрсах, туянакана пиратла диск сутнă. Милици сотрудникĕсем  пăтăрмах пулнă вырăнтан контрафакт паллиллĕ тата 15 диска таварçаврăнăшĕнчен кăларнă.

Июнĕн 5 - 15-мĕшĕсенчи тапхăрта  хальлĕхе тупса палăртман çын А.-н поселокри Чернышевский урамĕнчи пушă ларакан çуртне кĕрсе тухнă. Чÿрече кантăкне илсе çурта кĕме май тупнă вăрă кил хуçине ют çĕршывра туса кăларнă «Партнер» бензопăчкăсăр тăратса хăварнă.

Июнĕн 10-мĕшĕнче Вăрнарти М.-н хваттерĕнче такам ирĕклĕнех хуçаланнă: «Эленберг» DVD-плеер тата кĕсье телефонĕ йăкăртса кайнă. Шалти ĕçсен районти пайĕн ĕçченĕсем «вĕри йĕрпе» кайса айăплисене - Патăрьел районĕн çыннине Г.-на тата Вăрнарта пурăнакан Л.-на - тупса палăртнă.

Июнĕн 7-мĕшĕнче 15-ри Б. , Шупашкар çамрăкĕ, пирĕн районта киревсĕр ĕçпе палăрнă. Вăл Шупашкарта пурăнакан Н.-н Кульцаври çуртĕнчен 19 пин тенкĕ   çаратнă. Çавăн пекех çурт умĕнче тăратса хăварнă «ОКА» автомашинăна хăваласа тарнă. Каярах автомашина Шупашкарта тупăннă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика