Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

11 июня 2008 г.

Район администрацийĕнче депутатсен районти пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ун ĕçне ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.

Район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Константинова пирĕн район çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассипе çыхăннă федераллă программăна хутшăнни çинчен пĕлтернĕ. Çавна май районти нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене тĕплĕн юсама ятарлă фондран укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Район пуçлăхĕ А.Кузьмин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен тата капиталлă строительство пайĕсем документсене хатĕрлессипе лайăх ĕçленине палăртнă. Вĕсене федераллă шайра пăхса тухса йышăннă. «Район çуртсене тĕплĕн юсама хăй тĕллĕн çавăн чухлĕ укçа куçараймасть, çавăнпа та  пулăшу илме май пур чух шанăçпа усă курманни тĕрĕс мар пулатчĕ», - тенĕ район пуçлăхĕ.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма та республика бюджетĕнчен района субсидипе тивĕçтереççĕ. Ларура çак ыйтăва та тĕплĕн пăхса тухнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика