Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене юсаççĕ

11 июня 2008 г.

Вăрнар районĕ урлă иртекен республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче калăпăшлă тĕплĕ юсав ĕçĕсем  пыраççĕ. Шăхасан - Калинино автоçулпа çÿрекенсем  пĕлеççĕ ĕнтĕ: кунти чи кăткăс участока - Туçи Çармăс ялĕнчен пуçласа Айкăша çитиччен - юсаса çĕнетнĕ. Калинино - Патăрьел - Елчĕк çулăн Кÿлхĕрри - Вăрнар пайĕнче те юлашки вăхăтра хĕрÿ ĕç сасси шăпланмарĕ. Çĕнĕрен сарнă асфальтлă çулпа çÿреме халĕ питĕ кăмăллине водительсем пĕри те тепри палăртаççĕ. Каласа хăвармалла, пысăк юсав ĕçĕсем республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕ шучĕпе пурнăçланаççĕ.

Поселокри Илларионов урамĕнче пуçланă юсав та калăпăшĕпе кая юлмасть. Сăмах май, кунти асфальтлă çул айĕнче канализаци коллекторĕ пулнă, анчах вăл хăйĕнне ĕçлесе ирттернĕ ĕнтĕ. Халĕ ăна кунтан аяккарах кăларма, çĕнĕ коллектор тума палăртнă.

ЧР Президенчĕн указне пурнăçласа, кăçал районта тепĕр 13 яла асфальтлă çулпа çыхăнтармалла. Паянхи кун подрядчиксем Етрукасси Марат, Çĕнĕ Чулкаç, Кĕперлĕ Кÿлхĕрри, Вăрман Шăхаль, Пĕнер Айкăш çывăхĕнчи объектсем çинче кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. Чи пысăк объект - Пăртас ял поселенийĕнче. Çĕнĕрен саракан Пăртас - Волонтер - Вăрман Шăхаль çул 5,4 çухрăма тăсăлать. Кунтанах Пĕнер Айкăш ялĕ патне те кĕме май пулĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика