Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă ĕçшĕн - Хисеп грамотисем

11 июня 2008 г.

Вырсарникун, июнĕн 8-мĕшĕнче, Раççейри социаллă сферăра тимлекенсем хăйсен професси уявне - социаллă ĕçчен кунне - паллă турĕç. Хÿтлĕхсĕр çынсене пулăшакансем, вĕсен пурнăçне ырăлăхпа канăçлăх кĕртекенсем хăйсем саламсем, тав сăмахĕсем чылай йышăнчĕç.

Праçнике халалланă пуху Калининăри  психикăпа неврологи интернатĕнче те июнĕн 9-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Çăмăл мар ĕçре уйрăмах палăрнисене уявра республика, район шайĕнчи наградăсемпе чысларĕç. Социаллă хÿтлĕх тытăмĕнче чылай  çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тата уяв ячĕпе, акă, Калининăри  психикăпа неврологи интерначĕн медицина сестри Галина Николаевна Петрова тата Римма Никифоровна Сергеева шеф-повар ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Çавăн пекех Светлана Михайловна Васькова бухгалтер-кассир тата интернат коменданчĕ Валерий Михайлович Петров министерствăн Тав хутне илчĕç. Лайăх ĕçшĕн интернат администрацийĕн грамотисене тивĕçнисем: М.Капитонова врач-психиатр, Л.Аршуткин санитар, Е.Никитина медицина сестри, М.Павлова ĕç инструкторĕ, А.Александрова санитарка.

Пуху вĕçленнĕ хыççăн уяв малаллах тăсăлчĕ: интернатра ĕçлекенсем кунта пурăнакан-сипленекенсемпе пĕрлехи вăйпа «Дом, в котором уютно всем» спектакль лартса пачĕç. Спорта юратакансен те тунсăхлама вăхăт пулмарĕ: вĕсен тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçме чи маттурине палăртассишĕн пĕр-пĕринпе тупăшма май пулчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика