Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăррăн пулин те малаллах

14 мая 2003 г.

Акă авăн уйăхĕ те çуррине çывхарса пырать. Çанталăк вырмана ниепле те анлăн сарса яма памасть. Кăçал тĕрĕссипе комбайнсем тырпул пуçтарса кĕртнĕ çĕрте шурăмпуçпа тухса хĕвел аниччен ĕçленĕ пĕр кун та пулмарĕ. Апла пулин те сентябрĕн 11-мĕшне тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 6.687 гектар вырса çапнă. Ку пĕтĕм лаптăкăн 44,1 прценчĕпе танлашать. Авăн уйăхĕн 8-мĕшне 6087 гектар пулнă. Анчах хăшпĕр хуçалăхсем вырмара çанталăкăн кашни меллĕ саманчĕпе усă курма хыпăнмаççĕ. Сентябрĕн 8-11-мĕшĕсенче районти 28 хуçалăхран 13-шĕнче тата аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче кăна комбайнсем ĕçленĕ. Вĕсем - «Родник», «Знамя труда», «Гвардеец», МТС «Яуши», « Юнтапа», « Победа», «Янсарино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Броневик», «Хорнзор», «Знамя» хуçалăхсем тата ялхуçалăх техникумĕ. Уйрăмах МТС «Яуши» ялхуçалăх производство кооперативĕн комбайнерĕсем хастар ĕçленĕ. Вĕсем 154 гектар вырса çапнă. «Юнтапа» ялхуçалăх производство кооперативĕнче те çак вăхăтра тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 102 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ.Пурĕ 15284 тонна тырă çапса илнĕ. Районти вăтам тухăç 23 центнерпа танлашнă. Малти-ишексем кашни гектартан 24,4 центнер, аçăмçырмисекм 30,3, кульцавсем 25,9, малтикас-ялтăрасем 24,4, чăрăшкас-хирлепсем 24,6, хирпуçсем 31, çĕрпелсем 30,9, хăмăшсем 23,6, хурăнсур-çармăссем 23,3,санарпуçсем 24, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче 30 центнер çапса илнĕ. Çав вăхăтрах уйкас-кипексен тухăç 8, енĕшсемпе уравăшсен 10, шĕнер-ишексен 11,8, чăрăшкас-мăратсен 12 центнерпа кăна танлашнă. Улăма 1823 гектар е çапнă лаптăкăн 27,93 проценчĕ çинчен пуçтарса купаланă. «Самолет», «Знамя труда», «Правда», МТС «Яуши», «Янишево», «Янсарино», «Родина», «Броневик», «Знамя», «Урожайная нива» тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче улăма пачах та пуçтарман. Кĕр тыррисене акма 2551 гетар, е планпа пăхнă хисепĕн 51 проценчĕ чухлĕ, çĕр хатĕрленĕ. Кĕр тыррисене 758 гектар акнă. Çав шутра хапăссем 125 гектар, вăрманкассем 189, çăлкас-кăкшăмсем 45, кушар-юнтапасем 10, нурăссем 18, малтикас-ялтăрасем 30, çавалкассем 50, çĕрпелсем 120, хурăнсур-çармăссем 100, санарпуçсем 80 гектар акса хăварнă. Хурăнсур-çармăссем кĕр тыррине акассипе плана тултарнă. План 15838 гектарпа танлашать. 28 гектар çĕрулми кăларнă. Çав шутран иккĕмĕш çăкăра вăрманкассем 2 гектар, аçăмçырмисем 6, мăн-явăшсем 3, ярмушкасем 1, кульцавсем 4, нурăссем 1, çавалкассем 5, мăн-турхансем 1, санарпуçсем 5 гектар пуçтарса кĕртнĕ. Маларах асăнтăм ĕнтĕ, сентябрь çуррине çитрĕмĕр. Кĕркунне вăй илсех пырать. Кăçал малалла та ытти çулсенчи пек уяр çанталăк пуласса кĕтме хĕн. Апла кашни кун тенĕ пекех çумăр çукаласа тăрать пулин те тырпула пуçтарса кĕртмесĕр уйра хăварас марччĕ. Уйрăм хуçалăхсем ыттисемпе пĕр тан условисенчех куллен вуншар гектар вырса çапма пултарни пур çĕрте те çакна пурнăçлама май пуррине кăтартса парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика