Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куравра - тĕнче ÿнерĕн чи лайăх ĕçĕсем

14 мая 2003 г.

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче Шупашкарти «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕнчен илсе килнĕ шедеврсен компьютер копийĕсен «Эрмитаж шедеврĕсем» выставка ĕçлеме пуçларĕ. Унта 16-19 ĕмĕрсенчи Франци, Итали, Голланди живописчĕсен, импрессионист тата постимпрессионист-художниксен паллă ĕçĕсем вырăн тупнă. Куçса çÿрекен выставкăри картинăсем пурте - Санкт Петербургри Эрмитажри оригиналсен копийĕсем. Историе аса илес пулсан, Эрмитажа 1764 çулта йĕркеленĕ. Ку вăхăтра вăл хупă учреждени шутланнă, унта патшана çывăх çынсем кăна çÿреме пултарнă. 1774 çул тĕлне картинăсен шучĕ икĕ пинтен те иртнĕ. 1805 çулта Эрмитаж хăй тĕллĕн ĕçлекен учреждени пулса тăнă. Халĕ музей фондĕнче виçĕ миллион ытла ĕç - культура палăкĕсемпе искусство произведенийĕсем - упранать. Коллекцири чи лайăх картинăсене Эрмитажăн Кивĕ тата Çĕнĕ - пурĕ 30 - залсенче вырнаçтарса тухнă. Коллекцисен пуххисен мăнаçлăхĕ - Чĕрĕлÿ тапхăрĕнчи киçтĕк ăстисен Леонардо да Винчи, Рафаэль, Джорджоне, Тициан произведенийĕсем. Раççейри музейсенчен пĕринче кăна , Санкт Петербургри Эрмитажра, Леонардо да Винчин 12-14 живопиç ĕçĕсенчен сыхланса юлнă оригиналлă икĕ ĕçĕ упранаççĕ. Вĕсем - «Мадонна чечекпе» тата «Мадонна Литта» картинисем. Вăрнарти музейра паллă живописцăн юлашки ĕçĕн копине тăратнă. Асăнтăм ĕнтĕ, выставкăра искусствăри субъективлă идеализм юхăмĕн тапхăрĕнчи ÿнер ăстисен копийĕсене вырнаçтарнă. Унта Никола Пуссенăн сайра тĕл пулакан «Амурсемпе генийсем» тата «Танкред тата Эрминия», Фридрих Каспорăн «Ĕмĕтленекен», Рембранд Рейнăн «Флора», Клод Монен «Сад пахчинчи хĕр» тата ытти ÿнерçĕсен философиллĕ, пуян шухăшлă ĕçĕсене курса паллашма пулать. Кашниех вĕсенчен мĕнле те пулин тарăн шухăша никĕсе хывнă. Акă, Питер Рубенс хăйĕн «Çĕрпе шыв пĕрлешни» хайлавĕнче шыв ыйтăвĕ çивĕч тăнине, порта тухма çул хуппине кăтартса панă. Поэтсем, çыравçăсем хĕрарăм ятне яланах çÿле çĕкленĕ, вăл - пурнăç тыткăчи, пурнăçа тăсаканĕ. Акă, выставкăра ÿнер ăстисен ĕçĕсенче те «этемлĕхĕн илемлĕ çурри» тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Леонардо да Винчин ачине кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмĕ, Рембранд Рейнăн «Флора», Пабло Вернен «Диана» картинисем хăрарăмăн ырă кăмăлне, çирĕплĕхне, пĕр сăмахпа, чи лайăх енĕсене сăнласа параççĕ. Çавăн пекех кунта икĕ художник ÿкернĕ хирĕçле шухăшлă картинисене те асăнас килет. Корнель Теодор Мари Ван Донген «Хура шĕлепкеллĕ хĕрарăм» ĕçĕ черчен, тÿрĕ чунлă хĕрарăма кăтартать. Феликс Валлотонăн «Хура шĕлепкеллĕ хĕр» картининче, пачах урăхла, çăмăлттай хĕре сăнланă, вăл хăйĕн хитрелĕхĕпе, ÿчĕпе усă курса кăна тĕнчене «çул уçать». Клод Вернен пултарулăхĕнчи ĕçĕсенчен чылайăшĕ - король хушăвĕпе çырнисем. Ытларах вăл бухтăсем ÿкернĕ. Куравра унăн «Туллă çыран хĕрринчи çил-тăвăл» ĕçне курма пулать. Выставкăшăн чи хаклă картина вăл Тицианăн «Ÿкĕнекен Магдалина» ĕçĕ. Легенда тăрăх Магдалинăна хăй пурăнакан вырăнтан хăваласа кăларса янă. Ялтан кайнă чухне вăл пуçне пĕксе утнă. Тициан вара урăх Магдалинăна ÿкерет. Ку мăнкăмăллăрах, хуйхă ăна çапса хуçман, хĕр каçару та ыйтасшăнах мар. Ун шухăшне те тÿрех вулама пулать: «Пурнăçра яланах питĕ хытă айăплама кирлĕ мар». Халăх музейĕн выставкăсен залĕнче çавăн пекех Клод Моне, Поль Сезон, Пьер Ренуар, Эдгар Дега картинисем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Тĕнче ÿнерĕн чи лайăх традицийĕсем вырнаçма пултарнă произведенийĕсем çине пăхсанах паллă ăсчахăн « пурнăç кĕске - искусство ĕмĕрлĕх» текен ылтăн сăмахĕсем пуçа килеççĕ. Çапла, çак картинăсем темиçе ĕмĕр «пурăнаççĕ» пулин те пурнăçри вырăнне, пĕлтерĕшне çухатмаççĕ. Чăн-чăн искусство яланах кирлĕ, усăллă пулмалла та. Выставкăра пулса курни, тĕнче ÿнерĕн паллă художниксен ĕçĕсемпе паллашни ырă туйăм çуратать, тĕнче культурин пуянлăхне курма, туйма, чун-чĕрепе тасалма пулăшать. Ахальтен мар курава шкул ачисем йышлă килеççĕ. Музей директорĕ Елена Ивановна Шарипова кашни художникпа, унăн пурнăçĕпе, картинисемпе тĕплĕн паллаштарать.Паллă художниксен ĕçĕсен выставки октябрĕн 17-мĕшĕччен пырать. Унта пурне те хапăласса кĕтеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика