Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суд йышăнăвĕ мĕншĕн пурнăçланаймасть?

17 мая 2008 г.

Мăньял Хапăсри Т.Дудина пĕрле пурăнакан арçынна В.Кожанова çĕçĕпе чикнĕ, çак преступленишĕн суд тенкелĕ çине лартнă. Вăрнар район сучĕ ăна ултă уйăх ĕçлесе юсанмалла айăпланă, ĕç укçин 10 процентне патшалăх «енчĕкне» куçарма палăртнă. Айăпланнă хĕрарăм, суд йышăнăвĕ хыççăн, районти уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен районти инспекцие учета тăнă.

Эпир, Т.Дудинана ĕç вырăнĕ тупса парас тĕллевпе тырă йышăнакан предприятие кайма направлени çырса патăмăр. Анчах хĕрарăма кунта йышăнман, - ĕç вырăнĕсем çук тесе пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн ăна «Ваш партнер» обществăна ятăмăр (пĕтĕмпе икĕ хутчен), хуравĕ каллех пĕрех пулчĕ: «вакансисем çук». Тепĕр çĕрте - Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче те - ĕçе илме килĕшмен айăпланнă хĕрарăма. Хутăш препаратсен заводĕнче тата Вăрнарти инкубаторпа чăх-чĕп станцийĕнче панă хуравсем те пĕр-пĕринчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ: «ваканси çук».

Сăмах май, район пуçлăхĕ суд ĕçлесе юсанмалла айăпланă тата обязательнăй майпа ĕçлеттерме палăртнă çынсене ĕçе вырнаçтармалли объектсен переченне кăçалхи февралĕн 8-мĕшĕнчи йышăнăвĕнче çирĕплетнĕ. Унта, шăпах та, çÿлерех асăннă предприяти-обществăсем пурте кĕреççĕ, анчах кашнинчех Т.Дудинана йышăнма хирĕçленĕ.

Çапла, вăл чылай вăхăт иртсен кăна «Вурнарыхмель» тулли мар яваплă обществăра тимлеме пуçланă. Анчах суд йышăну тунăранпа сахал мар вăхăт иртсе кайнă: хĕрарăмăн айăплава пурнăçлама май пулман, унăн тупăшĕнчен те патшалăха пĕр пус та куçайман.

Пирĕн инспекци ĕçлесе юсанмалла айăпланисем тата обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерме палăртнисем, айăплав хыççăн пĕр-пĕр должноçра е ĕçре тимлеме чарнисем тĕлĕшпе тунă суд йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртессипе тимлет, условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă çынсем тата айăплава тĕрлĕ сăлтавсемпе каярах хăварнă хĕрарăмсем хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕслесе тăрать. Шăпах та, ĕçлесе юсанассипе вара юлашки вăхăтра лару-тăру кăткăс... Ĕçĕ вара акă мĕнре. РФ Уголовлă Кодексĕн 50-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, суд ĕçлесе юсанма тĕп ĕç вырăнĕ çук çынсем тĕлĕшпе йышăну кăларать. Вĕсен айăплав вăхăтне вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çирĕплетнĕ переченьти организаци-предприятисенче ирттермелле.

Айăпланнă çын уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен районти инспекцие учета килсе тăрать. Эпир ăна район пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ перечене кĕртнĕ предприятисене ĕçе вырнаçма яратпăр. Анчах та предприятисенче, калаçса татăлнă пекех, вĕсене «вакансисем çук» тесе хуравлаççĕ, йышăнма килĕшмеççĕ. Судпа айăпланнă çын инспекцие çакнашкал хуравсене темиçе те илсе килет. Вăхăт чылай иртет, çапах ăна ниçта та ĕçе илменнине кура, айăплав тапхăрĕ катăлмасть. Мĕншĕн тесен кун пек чухне ĕçлесе татнă кунсем кăна шута илĕнсе пыраççĕ. Çакнашкал кăткăс лару-тăрăва Т.Дудина кăна лекмен, унпа пĕрлех В.Тихонов, В.Иванов, Ю.Владимиров та ĕç вырăнĕ шыраса хăшкăлчĕç.

Çапла майпа, ĕçлесе юсанма палăртнисенчен кашни виççĕмĕш çынна вырнаçтараймастпăр. Пирĕн айăп, паллах, кунта çук. Эпир пĕр-пĕр çĕре направлени çырса паратпăр, вĕсем каялла нимсĕрех таврăнаççĕ. Суд йышăнăвĕ пурнăçа кĕрейменни тĕрĕс-и вара; Апла пулсан мĕн тума йышăнмалла ăна;

Акă, уголовлă преступленишĕн çынна ирĕкрен хăтарнă тейĕпĕр. Ăна валли колоннире вырăн çукки пулма пултарать-и; Паллах, пулаймасть - кунашкал йышăну тÿрех, пĕр тăхтаса тăмасăр пурнăçланать. Тĕрĕссипе каласан, ĕçлесе юсанмалла айăплани те нимпе те уйрăлса  тăмасть, вăл та уголовлă явап тыттарниех. Апла пулсан муниципаллă предприятисен должноçри çыннисем ку йышăнусене мĕншĕн яланах оперативлă пурнăçламаççĕ;

Сăмах май, РФ Уголовлă Кодексĕн 315-мĕш статйинче суд йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртменшĕн явап тыттарасси пирки те  асăнса хăварнă. «Влаç представителĕсем, патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, патшалăх тата муниципаллă учрежденисен, комерцилле тата ытти организацисен служащийĕсене саккунлă вăя кĕнĕ суд йышăнăвĕсене юриех пурнăçламаншăн 200 пин тенкĕ чухлĕ е 18 уйăхри ĕç укçи таран штраф хураççĕ, е пĕр-пĕр должноçре тата ĕçре тимлеме 5 çуллăха чарма пултараççĕ, е тата обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерме палăртаççĕ...»

Куратăр ĕнтĕ, йышăнусене пурнăçлама чăрмав кÿни ахалех иртсе каймасть, çакăншăн çирĕп явап тытма тивет.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика