Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕсем яваплă

17 мая 2008 г.

Çу кунĕсем çитнĕ çемĕн çутçанталăк чĕрĕлсе илемленет, хăйĕн хитрелĕхĕпе киленме пурне те урама чĕнет.

Анчах çак илеме пăсакансем, çĕмĕрме-ватма юратакансем те пирĕн хушăра сахал мар. Акă, çуркунне çитнĕренпе чукун çул çинче тĕрлĕрен киревсĕр ĕçсем ытларах çырăнма пуçларĕç. Нумаях пулмасть, пĕр çамрăк çапла майпа айăпа кĕнĕ. Вăл килтен тухса кайса Вăрнар-Канаш чукун çулĕ çинче çÿренĕ. Усăллă ĕç тăвас  вырăнне усалпа палăрма шутланă - рельссем çине тимĕр-тăмăр хурса тухнă. Машинистсем тимлĕ пулнипе кăна инкеке  асăрхаттарнă, хирĕç килекен тавар поезчĕ чукун çул çинчен тухса кайман.

Çамрăк çакнашкал киревсĕр ĕçсем туса çÿренĕшĕн унăн ашшĕ-амăшĕн сакун умĕнче явап тытма тивет. Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем кун пек чухне вĕсем çине административлă протокол çыраççĕ. Каярахпа ку тĕслĕхсене район администрацийĕ çумĕнчи комиссире те пăхса тухаççĕ.

Халĕ ĕç-вĕренÿ хыççăн Вăрнарта пурăнакансем, çамрăксем чукун çул вокзалĕ умĕнчи площаде уçăлма çÿре пуçларĕç. Анчах та хăшĕ-пĕри эрех-сăрасăр канаймасть курăнать. Çамрăксене те япăх тĕслĕх кăтартаççĕ вĕсем. Çавна пулах каçсерен вокзал территорийĕнче темĕн тĕрлĕ çÿп-çап, хут-кĕленче юлать. Нивушлĕ хамăр пурăнакан вырăна таса тытма йывăр; Тавралăха хăйсен аллисемпе сиен кÿме именмеççĕ вĕт.

Ашшĕ-амăшĕсем, сирĕн ывăлăр е хĕрĕр каçхине мĕн ĕçлесе çÿренине çирĕп тĕрĕслесе тăрăр. Вĕсене эрех-сăрапа туслашма ан парăр.

Хăвăр ачасемшĕн эсир яваплине ан манăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика