Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтăсем çĕклетпĕр, спортпа та туслă

09 сентября 2003 г.

Çивĕч  ыйтăсем çĕклетпĕр, спортпа та туслăИртнĕ шăматкун Пĕтĕм Тĕнчери журналистсен пĕрлĕхĕн кунне паллă туса районсенчи тата республикăри хаçатсемпе журналсен редакцийĕсен коллективĕсем е урăхла каласан, журналистсем хушшинче дартс вăййи тата бадминтонла выляс енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Унта республикăн «Вăрнарти издательство çурчĕ» унитарлă предприятийĕн команди те хутшăнчĕ. Журналистсем çакна çирĕплетсе пачĕç: çивĕч ыйтусем çĕклекен, чуна пырса тивекен статьясем çырма çеç мар, спортра та ăста. Дартс вăййине виççĕн хутшăнчĕç: А.Фомина - предприятин директорĕ- тĕп редакторĕ, С.Чикмякова - корреспондент, А.Соколов - фотокорреспондент-водитель. Бадминтон выляс енĕпе район чысне Андрей Соколов хÿтĕлерĕ. Çивĕч кĕрешÿре темиçе вăйă выляса вăл финала тухма пултарчĕ. Финалра «Жизнь» хаçат корреспонденчĕпе тĕл пулчĕ. Пĕр сехете яхăн тăсăлчĕ вăйă. Нихăшĕ те парăнасшăн пулмарĕ. Андрей юлашки вăя пухса тупăшрĕ, республикăра иккĕмĕш пулса тăчĕ, медаль тата диплом çĕнсе илчĕ. Сывă пурнăç йĕрки журналистсемшĕн йăлара пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç перо ăстисем. Çивĕч кĕрешÿре иртнĕ ăмăртусем хыççăн кулленхи ĕçсем пирки пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, паянхи ыйтусене сÿтсе яврĕç. Андрей Соколов бадминтон вăййи вăхăтĕнче. Иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ Андрей Соколова Чăваш Республикин пичет тата информаци политикин министрĕ Валерий Андреев кĕмĕл медаль çакса ярать. А.Соколов, С.Чикмякова, В.Шарипова вăрнарсен чысне республика чемпионатĕнче хÿтĕлерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика