Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шĕнер-ишексем те ярмушкасенчен юлмаççĕ

09 сентября 2003 г.

Кăçал ĕççи районта çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче пуçланчĕ. Ун чухне аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тата «Искра» ялхуçалăх производство кооперативĕнче çуртрисене кушăхтармашкăн çулма тухрĕç. Унтанпа уйăх ытла иртрĕ. Çак хушăра, тĕрĕсрех каласан, сентябрĕн 8-мĕшне, тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене районĕпе 6078 гектар е пĕтĕм лаптăкăн 40,1 проценчĕ çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Хăвăрах куратăр, вырма çак хăвăртлăхпа пырсан ĕçсене вĕçлеме тата уйăх ытла кирлĕ. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче «Гвардеец» ялхуçалăх производство кооперативĕ çанталăк условийĕсене пăхмасăрах вырмара маттур пулнине палăртнăччĕ. Хальхинче «Родина» ялхуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕсем ырă ята тивĕçлĕ. Сентябрĕн 4-7-мĕшĕсенче шĕнер-ишексем 104 гектар çинчи тырпула пуçтарса кĕртнĕ. Пĕтĕмпе вара 232 гектар (52,1 процент) вырса çапнă. Тăватă кунта малти-ишексем 10 гектар, çăлкас-кăкшăмсем 21, мăн-явăшсем 13, кушар-юнтапасем 22, кульцавсем 38, нурăссем 11, малтикас-ялтăрасем 42, чăрăшкас-хирлепсем 15, хирпуçсем 6, çавалкассем 15, туçи-çармăссем 13, çĕрпелсем 10, услапасем 38, мăн-турхансем 50, кив-мĕлĕшсем 29, санарпуçсем 29, ершепуçсем 30, енĕшсем,, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ 97 гектар пуçтарса кĕртнĕ. «Абызово», «Самолет», «Искра», «Гвардеец», «Маяк», «Вурнарская», «Хорнзор», «Мир» хуçалăхсем хăйсен комбайнĕсене уя кăларман. Тĕштырăсене пурĕ 6051 гектар çинче çапса тĕшĕленĕ. Çапманни çăлкас-кăкшăмсен 17 гектар, ершепуçсен 10 гектар пур. Пурĕ 13929 тонна тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç 23,02 центнерпа танлашать. «Родник», «Искра», МТС «Яуши», «Гвардеец» «Юнтапа», Коротков ячĕллĕ, «Новый путь», «Фавн», «Победа», «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор», «Знамя», «Санар» хуçалăхсен, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн тухăç 20 центнертан пысăкрах, «Янишево», «Родина», «Урожайная нива», «Агро-инвест», «Мир» хуçалăхсен, ялхуçалăх техникумĕн 15 центнертан пĕчĕкрех. «Маяк» хуçалăхра пурĕ те 8 центнер кăна тухать. Улăма 1580 гектар, е вырса çапнă лаптăкăн 26,11 проценчĕ, çинчен пуçтарса купаланă. Кĕр тыррисене акма 2463 гектар çĕр хатĕрленĕ. Планпа 4999 гектар акмалла. Сентябрĕн 8-мĕшне 677 гектар акса хăварнă. Çав шутра хапăссем 125 гектар, вăрманкассем 75, çăлкас-кăкшăмсем 45, нурăссем 12, малтикас-ялтăрасем 30, çавалкассем 50, çĕрпелсем 60, хурăнсур-çармăссем 100, мăн-турхансем 100, санарпуçсем 80 гектар акнă. Ытти хуçалăхсем кĕракине тытăнман. Кĕрхи çĕртме 1575 гектар сухаланă. Çĕрулми 19 гектар, çав шутра аçăмçырмисем 6, çавалкассемпе санарпуçсем 5-шер, мăн-явăшсем 3 гектар кăларнă. Тухăç санарпуçсен 200, аçăмçырмисемпе çавалкассен 180, мăн-явăшсен 166,7 центнер пулнă. Кашни кун тенĕ пекех çумăр çунăран комбайнсем уйра путаççĕ. Акă, «Янгорчино» ялхуçалăх производство кооперативĕнче кĕрсе ларнă комбайна аран кăна туртса кăларнă. Коротков ячĕллĕ хуçалăхра уй хĕрринче çакăн валли гусеницăллă трактор хатĕр тăрать. Астăватăп-ха, сакăрвуннăмĕшĕсенче пĕр çулхине кăçалхи пек йĕпе-сапа çул кашни комбайна уй тăрăх тракторпа туртса çÿрерĕç. Районта темиçе «Нива» комбайн çине заводран гусеница илсе килсе вырнаçтарчĕç. Çав шутран пĕри хирпуçсен, иккĕшĕ кульцавсен уйĕсенче ĕçлерĕç. Халĕ ун пек тума май килес çук. Укçи-тенки те, çунтармалли-сĕрмелли япаласем те хĕсĕкрех. Апла пулин те тырпул пуçтарса кĕртнĕ çĕрте çанталăкăн кашни меллĕ саманчĕпе усă курма тăрăшмалла. Кульцавсен пек кĕрсе ларнă комбайнсене туртса кăларма уй хĕрринче трактор хатĕр тăрсан та аван пулмалла. Кăçалхи йывăр лару-тăрăва пăхмасăр япăх мар çитĕнтернĕ тырпула пуçтарса кĕртмесĕр хăварас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика