Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене концертĕнче

09 сентября 2003 г.

Кам кăна курса савăнман пулĕ районти культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн юрри-ташшине; Унта çÿрекенсем çамрăк мар ĕнтĕ. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă. Апла пулин те килте лăпкăн ларма пултараймаççĕ. Сцена çине тухмасăр, юрласа-ташласа хăйсене кăна ма, çынсене те савăнтармасăр чунĕ чăтмасть вĕсен. Тĕрлĕрен уявсенче иртекен концертсене хутшăнаççĕ, çывăхри тата аякри ялсене тухса çÿреççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ветерансен хорĕ халăх коллективĕ ята тивĕç пулнă. Ятарлă комисси отчетлă концертсене килсе тĕрĕсленĕ чухне хор кашнинчех халăх коллективĕ ята чăннипех тивĕçлине çирĕплетсе хăварать. Юлашки вăхăтра ветерансен хорне çÿрекенсем «Вăрнар ен» ансамбль йĕркеленĕ. Ку ансамбле Вăрнарти культрура çуртĕнче ĕçлекен Анатолий Юдин ертсе пырать. Ансамбль те концертсемпе час-часах çула тухать, аякри ялсене те çитет. Кĕске хушăрах Шĕнер Ишекре, ялхуçалăх техникумĕнче, Уравăшра, Чăрăшкас Хирлепре пулса ĕлкĕрнĕ. Нумаях пулмасть вара Çăлкас Кăкшăма кайса килнĕ, икĕ сехете яхăн пыракан концерт кăтартнă. Концерта Елена Матвеева, Зоя Белякова, Светлана Краснова, Елена Юдина, Вячеслав Сухарев, Анатолий Терентьев, Николай Арсентьев тата ыттисем хутшăннă. Анатолий Юдинпа Николай Саламатов баянпа вылянă. Концертра ытларах чвашла юрăсем пулнă. Куракансене Зоя Белякова пĕччен юрланă «Савнă Шупашкарăм» тата Вячеслав Сухаревпа пĕрлешăрантарнă «Чечексем», «Атте-анне килĕнче» юрăсем кăмăла кайнă. Вырăс халăх юррисенчен йĕркеленĕ порпурри янăранă чухне залра алă çупни шăпланман. Ансамбль участникĕсем юрланă вăхăтрах ташласа илни пурне те тыткăнланă. Ансамбле çÿрекенсем çывăх вăхăтра ялсене татах тухса çÿреме палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика