Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенсем эстафетăра тупăшрĕç

09 сентября 2003 г.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсемшĕн иртнĕ шăматкун чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ тесен те йăнăш мар. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ кăна-ха, вĕсем вара хăйсен спортри пултарулăхне тĕрĕслеме те ĕлкĕрчĕç. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Вăрнарти «Химик» стадионта шкул ачисем, студентсем çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ эстафетăра мала тухассишĕн ăмăртрĕç. Çулсерен иртекен ăмăртăва Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕ икĕ , вăтам шкулсем - вунсакăр, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем - вунă команда тăратнă. Командăра - виçĕ хĕрпе виçĕ каччă пулчĕç. Старта пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем тухрĕç. Эстафетăн малтанхи тапхăрĕнче арçын ачасене 800 метр, ытти пилĕк тапхăрсенче 400 метр чупма тиврĕ. Пĕрремĕш чупура Хапăсри вăтам шкул команди малта пычĕ. Иккĕмĕшĕнче Калининăри шкулăн иккĕмĕш команди вăйлăрах чупрĕ, вĕсен вăхăчĕ - 8,17 минут. Виççĕмĕш чупу пушшех хĕрÿ иртрĕ. Техникумăн тата Калининăри вăтам шкул командисем пĕр-пĕрне ниепле те парăнасшăн пулмарĕç. Юлашки тапхăрчен студентсем лидерсен шутĕнче пулчĕç, анчах калининăсен эстафета спорт мастерĕн кандидачĕн Т.Макарован аллине куçсан лару-тăру улшăнчĕ. Калининăри вăтам шкул команди 7,57 минут кăтартса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшсем - аçăмçырмисем. Виççĕмĕш вырăна харăсах виçĕ команда - Ярмушкари, Хапăсри тата Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул командисем - пайларĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче те ăмăртусем çивĕч иртрĕç. Хăмăшсем эстафетăра чи лайăх вăхăт кăтартма, 7 минут та 22 çеккунт, пултарчĕç, мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - вăрманкассемпе çарăклăсем. Кив-мĕлĕшсен виççĕмĕш вырăна тухма 0,5 çеккунт кăна çитеймерĕ. Çакна асăнса хăвармалла, çак ăмăртусем сентябрĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн иртекен эстафетăна хутшăнма суйласа илмелли ăмăртусем те пулчĕç. Район чысне унта Калининăри вăтам тата Хăмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, ялхуçалăх техникумĕн командисем хÿтĕлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика