Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтавлă тухтăрăмăр 70 çулта

09 сентября 2003 г.

Вăрнарта пурăнакан Нина Арсентьевна Курманинана районта пĕлмен-палламан çын çук та пулĕ. Пĕтĕм пурнăçне вăл сăваплă ĕçпе - çынсене сыватассипе - çыхăнтарнă. 1958 çулта Хусанти патшалăх медицина университетĕнчен вĕренсе тухсанах чун туртнă ĕçе кÿлĕннĕ вăл. Вăрнарти тĕп больницăра тимлеме тытăннă. 1964 çулта ăна Кульцаври участок больницин тĕп тухтăрне лартаççĕ. Нина Арсентьевна тăрăшнипе кунта кĕске вăхăтрах ĕçсем ырă енне улшăнаççĕ, çынсене сиплесси самаях çÿллĕ шая çĕкленет. Асăннă больницăра вăл пуç пулса ĕçленĕ çулсенче Кульцав тăрăхĕнче ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пачах та пулман. Çакă врач ăсталăхне, професси пултарулăхне кăтартса парать. Ăста специалиста тепĕр тăватă çултанах Вăрнарти тĕп больницăна врач-терапевта куçараççĕ, 1972 çултан Н.Курманинана терапи уйрăмне ертсе пыма шанаççĕ. Заведующий пулнă май Нина Арсентьевна терапи службине вăйлатас, ĕç практикине çĕнĕ меслетсем кĕртессипе чылай тăрăшать. Çав вăхăтрах вăл хăйĕн професси пĕлĕвне ÿстересси çинчен те манмасть. Обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать врач-терапевт. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна темиçе хутчен те поселок канашĕн депутатне су йлаççĕ, чылай çул вăл районти сывлăх сыхлавĕн штатра тăман пайне ертсе пынă. Нина Арсентьевна ăста врач пулнине сумлă наградисем те аван кăтартса параççĕ. Халăх сывлăхне сыхлас ĕçре ырми-канми ĕçленĕшĕн, ĕçри çитĕнÿсемшĕн Нина Курманина «РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Хăй вăхăтĕнче çавăн пекех ăна «Ĕçри паттăрлăхшăн» медальпе, ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе, «Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав» орденĕпе наградăланă. Нина Арсентьевана вара наградăсенчен те хаклăраххи - çынсем хисеплени, тав туни, манманни. Иртнĕ эрнекун пирĕн хисеплĕрен те хисеплĕ тухтăрăмăр 70 çул тултарчĕ. Апла пулин те ĕçрен пăрăнмасть-ха вăл. Районти хĕрарăмсен канашĕ ăна малашне те пурнăçра, ĕçре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, телей сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика