Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Офицерсем тăван енре

09 сентября 2003 г.

Офицерсем тăван енреЧăваш Енре çуралса ÿснĕ, Мускавра ĕçлесе пурăнакан çар çыннисем офицерсен пĕрлешÿне йĕркеленĕ. Çав Пухун членĕсем çитмĕлĕн ытла иртнĕ эрнере республикăна килнĕ. Вĕсене Правительствăра йышăннă. Чăвашра ÿссе çитĕннĕ, çĕршывĕпе палăрнă генералсемпе полковниксем, урăхла каласан, пысăк чынлă çынсем, шкулсенче пулса вĕренекенсемпе тĕл пулнă, калаçусем ирттернĕ. Çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас, çак ĕçре республика ертÿçисене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ вĕсене. Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ Мускав чăвашĕсем шăматкун района çитрĕç. Анатолийпе Николай Назаровсем Ишлĕ ялĕнче çуралнă, Аçăмçырминчи, Калининăри шкулсенче вĕреннĕ, çар специальноçĕсене алла илнĕ. Анатолий Трофимович халĕ Мускавра Хăрушсăрлăхăн федераллă службин институтĕнче кафедра начальникĕнче вăй хурать. Николай Трофимович вара летчик-истребитель. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Кузьминпа курса калаçнă хыççăн вĕсем тÿрех Санарпуçĕнчи шкула çул тытрĕç. Пысăк хăнасене хапăл тусах йышăнчĕç кунта. А.Назаров полковник, Н.Назаров подполковник ачасене çар пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕç, вĕренме кĕмелли условисемпе паллаштарчĕç. - Паллах, чи малтан, çирĕп сывлăх кирлĕ,-палăртрĕ Анатолий Трофимович.-Эрех ĕçме, наркотиксемпе алхасма кăмăллакансем çар пурнăçне тÿсеймĕç. Унта çирĕп дисциплинăна пăхăнмалла. Юлашки вăхăтра Раççей Çарĕнче ырă улшăнусем пулса иртни çинчен пĕлтерчĕç вĕсем. - Летчик-истребитель пулас тесен вуçех туртма юрамасть,-терĕ Николай Трофимович ачасене ăс парса.-Сăра кĕленчи йăтса урам тăрăх ÿсĕр çапкаланса çÿрекенсенчен пиçмест вăл. Çавăнпа пурнăçа интереслĕрех тăвас тесен сирĕн халĕ лайăх вĕренмелле, киревсĕр пулăмсенчен хăтăлса пымалла. Чĕлĕм туртнинчен интереслĕреххи пурнăçра тем чухлех. Кĕлетке-çурăма çирĕплетме спортпа туслă пулмалли пирки калама та кирлĕ мар. Назаровсем санарпуçсемпе сывпуллашса районти çар комиссариатне çитсе курчĕç, Вăрнарти лицейра вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç, Калининăри, Аçăмçырминчи шкулсен (вĕсем унта вĕреннĕ) паянхи пурнăçĕпе паллашрĕç. - Чăваш Ен тата Раççей мăнаçлăхĕ пирĕнтен, эпир мĕнле çын пулнинчен нумай килет. Чăвашсем нихăçан та япăххисен шутĕнче пулман. Çитĕнекен ăру аслисен пехилне асра тытасса, ыррине хушăнтарасса, çĕннине, лайăххине пурнăçа кĕртессе шанатпăр,-тесе сывпуллашрĕç пĕртăван Назаровсем ентешĕсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика