Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслев ирттернĕ

06 мая 2008 г.

Ĕçлесе юсанмалла айăпланнă çынсен ĕç укçин пайне тытса юлассине тĕрĕс тата вăхăтра пурнăçланине Вăрнар район прокуратури çирĕп асăрхаса тăрать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче «Родник» Агрофирма», «Жилье», «Ваш партнер» обществăсенче ку тĕлĕшпе ĕç тăвакан   уголовлă саккунсене  пăсни палăрнă.

Уголовлă пурнăçлав кодексĕн 44-мĕш статйин 2, 3-мĕш пайĕсемпе килĕшÿллĕн, айăпланнă çыннăн  ĕçлесе татнă кашни уйăхшăн тивĕçекен укçин пайне тĕп ĕç вырăнĕнче тытса юлаççĕ. Тытса юлнă чух ĕç укçин укçа тата натура пайне шута илеççĕ, суммăна уйăхсеренех тивĕçлĕ бюджета куçармалла.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, уголовлă пурнăçлав кодексĕн 44-мĕш статйин 3-мĕш пайĕнче ыйтнине пăхăнмасăр, ĕçлесе юсанмалла айăпланнă çынсене шутласа панă ĕç укçин пайне çÿлерех асăннă предприятисен бухгалтерĕсем февральтен пуçласа тытса юлман, патшалăх тупăшне куçарман. Çапла майпа, ку общество тата патшалăх интересĕсене пăсни шутланать: айăпланнă çынна тÿрленме палăртнă тĕллевсем пурнăçланмаççĕ, суд йышăнăвĕпе шыраса илмелли укçа суммине те  патшалăх илеймест.

Ку тĕслĕхсемпе Вăрнар район прокуратури çитменлĕхсене пĕтерме хушса предприятисен ертÿçисем ячĕпе представленисем тăратнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика