Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейре - иккĕмĕш

06 мая 2008 г.

Апрелĕн 21-26-мĕшĕсенче эпĕ Мускав облаçĕнчи Королев хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Созвездие» олимпиадăна хутшăнтăм. Унта 54 регионтан 215 вĕренекен 11 номинацире хăйсен наукăпа тĕпчев проекчĕсене сумлă жюри умĕнче хÿтĕлерĕ. Эпĕ хамăн проекта «Пирĕн кил-çĕр» номинацире хÿтĕлерĕм. 18 номинантран эпĕ 2-мĕш вырăн йышăнма пултартăм. Жюри йышĕнче Мускаври институтсемпе университетсен профессорĕсем. Ман ĕçе вĕсем çавăн пек пысăка хурса хакланăшăн эпĕ питĕ савăнтăм. Эрне хушшинче эпир çăлтăр хулинче, «Энергия» производство пĕрлешĕвĕнче, космос карапĕсене сăнаса вĕсемпе çыхăну тытакан центрта, космонавтика музейĕнче, планетаринче тата çĕршывăн сывлăш хуралĕн музейĕнче интереслĕ экскурсисенче пулса космос наукипе çыхăннă пулăмсемпе, техника хатĕрĕсемпе паллашрăмăр. Çĕршыври  нумай ачасемпе туслашрăмăр. Çак олимпиадăна мана Раиса Геннадьевна Гордеева хатĕрлерĕ. Уншăн ăна питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп. Манăн ĕç «Çăлкуç, парнеле мана тăрă шыв» ятлă. Олимпиада кунĕсем ман асра ырă йĕр хăварчĕç. Эпĕ малашне те ку олимпиадăна хутшăнма шутлатăп. Пулас ĕç планне халех тума пуçларăм.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика