Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок символĕнче - пирĕн ентеш

06 мая 2008 г.

Тĕнче кубокне йыхравлакан реклама щичĕсемпе илĕртÿллĕ билетсенчи арçын ачапа хĕрачана кашниех сăнанă ĕнтĕ. Палăртма кăмăллă, Кубок символĕнчи Денис Павлов - тымарĕпе пирĕн районтан.

Павловсен çемйи - Мулакасси Мăратран. Ултă çул каялла вĕсем Шупашкара куçса кайнă. Денис, çемьери аслă ывăл, спорт шкулĕнче вĕренет. Çулĕсемпе çамрăк пулин те, вăл спортра пысăк çитĕнÿсем тунă, унăн тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнсе илнĕ дипломсемпе грамотăсем нумай.

Виçĕмкун Денис вуннă тултарнă. Чăваш еншĕн историлле пулăмра хутшăнма ирĕк çĕнсе илме уншăн - «пĕчĕк юбилейĕнчи» чи пысăк парне.

Хăвăрт утассипе XXIII Тĕнче кубокĕнчен виçĕ кун юлчĕ. Ăна халалласа районта та  тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелерĕç. Ĕнерпе паян акă Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн стадионĕнче çăмăл атлетика енĕпе спартакиада иртет. Спортсменсем чупса, тăршшĕпе, çÿллĕшпе сиксе, йĕтре тĕкессипе, сăнăран перессипе ăмăртаççĕ.

Майăн 9-мĕшĕнче Тĕнче кубокĕ савăнăçлă уçăвне Вăрнар районĕнчен пысăк делегаци тухса каять.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика