Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш команда киле çитнĕ

30 апреля 2008 г.

Хăвăрт утассипе Тĕнче кубокне ирттерес чыса Раççей пирвайхи хут çĕнсе илчĕ. Шупашкара вара турнира хутшăнакан пĕрлешÿллĕ командăсем килме те тытăннă ĕнтĕ. ЧР физкультурăпа спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш ене пĕрремĕш çак кунсенче Колумбин пĕрлештернĕ наци команди килсе çитнĕ. Ун йышĕнче çĕршыври паллă та вăйлă ултă атлет.

Колумбиецсем тренировкăсене пуçăннă ĕнтĕ, ăмăрту трассипе паллăшнă.

Палăртса хăвармалла, малтанхи заявкăсем тăрăх, Шупашкарта иртекен XXIII Тĕнче Кубокне 60 ытла çĕршыв хутшăнмалла.

Чăваш ен спорт министерствинче тата çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççей Федерацинче массăлла пĕлтерĕшлĕ ăмăрту хатĕрленсе ирттерессипе селекторлă канашлу иртнĕ. Уйрăммăн илсен, калаçу унта ют çĕршыв командисемпе официаллă делегацисене кĕтсе илесси тавра пынă.

Палăртнă тăрăх, хăнасен ытларах пайĕ Шупашкара Мускав урлă килет. Чăрмавсем пуласран «АэрофлотПлюс» авиакомпанипе ТУ-154 самолетсемпе икĕ черетлĕ рейс йĕркелесси пирки килĕшÿ тунă. Анчах та ку рейссем те çителĕксĕр пулма пултараçç. Делегацисем чукун çул Транспорчĕпе çитĕç. Теприсем Хусан тата Чулхула аэропорчĕсенчен вĕçсе килнипе кура тата  икĕ хушма авиарейс уçмалли пирки калаçнă. Йĕркелÿçĕсем пĕр спортсмен та «борт» хыçĕнче юлмассине палăртаççĕ. Вĕсем çавăн пекех делегацисемпе командăсене хăна çурчĕсене вырнаçтарас, судья коллегийĕн ĕçне йĕркелес, допинг-тĕрĕслев службисемпе тата МИХ çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика