Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекене – халăх хушшине

02 апреля 2008 г.

Мăн Турханти ял поселенине кĕрекен Иртеменкассинчи, Кăмашри  тата Мăн Турханти библиотекăсенче 17 пин кĕнеке шутланать.  Вулакансен йышĕ 1520 çынна çитнĕ. Библиотекăсен заведующийĕсем Вероника Иванова, Ирина Максимова, Ирина  Ефремова кашни çынна кĕнекепе туслаштарма  тĕллев тытнă.

Кĕнеке чи нумай вулакансем - Иртеменкассинчи Манефăпа Иван Курбатовсем, иккĕшĕ пĕлтĕр 83 кĕнеке илсе вуланă. Александр Фирсов та пĕлÿ никĕсне «шĕкĕлчеме» юратать, çĕнĕ çултанпа вăл чăваш писателĕсен 13 кĕнекине илсе вулама ĕлкĕрнĕ. Мăн Турханти Дария Зайцева пенсионерка та  вулав çуртне тăтăш çÿрекенсенчен пĕри шутланать.

- Эпĕ яланах вулаканпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшатăп, - хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ Вероника Иванова. - Библиотекăра чăваш писателĕсен  юлашки вăхăтра пичетленсе  тухнă кĕнекисем çукпа пĕрех. Вĕсене районти тĕп библиотекăран илсе килетĕп те, кама мĕн килĕшни таран валеçсе  тухатăп. Пĕлтĕр çак  меслетпе 48 çын ыйтăвне тивĕçтертĕм, вĕсене çĕре яхăн кĕнеке  илсе вулаттартăм.

Ку поселенинчи библиотекарьсем вулаканпа тачăрах çыхăну тытмалли майсене тăтăшах шыраççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика