Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир - наркотике хирĕç

02 апреля 2008 г.

Сывă, анлă пĕлÿ илнĕ, ăс-хакăл енчен пуян çамрăк - Чăваш Ен пуласлăхĕн шанăçĕ. Анчах, шел пулин те, çамрăксем хушшинче наркотиксемпе усă  куракансен, ытти эмелсемпе хăйсене наркăмăшлантаракансен шучĕ çултан-çул ÿссе пырать. Чăваш нацийĕ, çамрăк ăру сывă та тĕреклĕ пултăр тесе патшалăх пур вăй-халпа тăрăшать. Çапах та ку çителĕклĕ мар, мĕншĕн тесен кунта кашнин харпăр хăй тăрăшулăхĕ кирлĕ.

Çитĕнекен ăрăвăн пуласлăхĕ пире, аслисене, чăннипех шухăшлаттарать, çĕршыв малашлăхĕ - вĕсенче-çке. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйсен юратнă тĕпренчĕкĕсенче ватлăхра пăхакана, пулăшакана курать. Вĕсен мĕнпур шанчăкĕ - ачисенче. Анчах мĕн куратпăр эпир паян. Çамрăксем пур-çук укçи-тенкине хаяр шĕвек, сигарет е наркăмăшлă эмел илсе тăкаклаççĕ, хăшĕ-пĕрисем вара ашшĕ-амăшĕ парнеленĕ ырă пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлаççĕ, ыттисем сывлăхĕсене хавшатаççĕ. Çакна никама та, темĕнле усал çынна та сунас çук. Наркомани хăрушă чир пулни, вăл кунран-кун пĕтĕм тĕнчене сарăлса пыни, çак чирпе кĕрешессине пĕрремĕш вырăна тăратма, çивĕч мерăсем йышăнма хистет. Наркотик - этем организмне, пĕр сăмахпа, пĕтĕм сывлăха аркатакан наркăмăш. Наркомани сарăлни - пĕтĕм обществăн, халăхăн проблеми.

Çивĕч ыйтăва татса парас тĕллевпе кашни çулах çамрăксем хушшинче наркомани чирне пÿлессипе профилактика ĕçĕсем туса ирттеретпĕр. Çулсерен «Çамрăксем - наркотике хирĕç» акци йĕркелеççĕ. Палăртнă акци вăхăтĕнче çамрăксемпе тĕл пулусем, калаçусем ирттересси йăлана кĕчĕ. Ачасем ку темăпа сочиненисем çыраççĕ, ÿкерчĕксен конкурсĕсене активлă  хутшăнаççĕ. Хăйсен ĕçĕсенче наркомани «шурă вилĕм» пулнине ăнланнине çирĕплетсе параççĕ.

Кашни çамрăкăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, спортпа туслашмалла, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илсе çирĕп утăмсем тумалла. Тăван çĕршыв, тăван республика пуласлăхĕшĕн малалла ăнтăлмалла.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика