Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх инструменчĕсемпе ăста калаççĕ

29 марта 2008 г.

Нумаях пулмасть Шупашкарти С.Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕнче çамрăк баянçăсен, купăсçăсен аккордеонистсен конкурсĕ иртнĕ. Вĕсен пултарулăхне жюри членĕсем Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин директорĕ Александр Белянкин тата çак вĕренÿ заведующийĕн халăх инструменчĕсен уйрăмĕн заведующийĕ Виктор Шепелев хакланă. Конкурсра Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче  вĕренекен Настя Караваева та хăйĕн ăсталăхне кăтартнă. Аслă ушкăнсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă. Настьăна аккордеонпа калама  Анатолий Сурмин вĕрентет. Маттур хĕре Александр Белянкин пĕлĕве малалла тарăнлатма музыка училищине чĕннĕ. Директор çавăн пекех тĕрлĕ конкурссенче çуллен хастарлăх кăтартакан Снежана Максимована та аса илнĕ, уншăн та вĕренÿ заведенийĕн алăкĕсем яланах уçă пулнине пĕлтернĕ. Снежана Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Михайлов патĕнче халăх инструменчĕсемпе калама вĕренет. Вăл Владимир Антонович тăрăшнипе  музыка училищинче практика занятийĕнче те пулнă, хăйĕн ăсталăхне туптанă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика