Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарсен те минерал шывĕ пур

27 августа 2003 г.

Çур уйăх каялла, августăн 15-мĕшĕнче, Вăрнарти çăкăр комбинатĕнче 1,5 тата 0,5 литр кĕрекен пластик бутылкăсене минерал шывĕ тултарма пуçланă. Çавăн пекех ăна 0,5 литрлă кĕленче бутылкăсене те яраççĕ. Ку шыва комбинат картишĕнчех, пĕрремĕш номерлĕ артезиан çăлĕнчен, уçласа кăлараççĕ. Ăна Мускаври ятарлă учрежденинче тĕрĕслеттернĕ, пахалăх ассортименчĕ илнĕ. ку шыва тĕрлĕрен чир-чĕртен сиплеме тата ăш хыпнăран ĕçме пулать. Уйрăмах вăл ват çулĕсен чирĕсемпе аптăракансемшĕн усăллă. Ăна талăкра савăтсене 500 литра яхăн тултараççĕ. Минерал шывне «Вурнарская» ят панă. Комбинатра продукци ассортиментне çĕнетсех пыма тăрăшаççĕ. Юлашки вăхăтра чей ĕçме юратакансем валли «Чайный» батон кăларма пуçланă. Вăл питĕ тутлă. Унта техĕм кĕртекен тĕрлĕрен специсем хушаççĕ. Вăрнарта пурăнакансем «славянская» булкăна та кăмăлласах туянаççĕ. Батона та, булкăна та 300 грамм йывăрăш кăлараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика