Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе

26 марта 2008 г.

Февралĕн 28-мĕшĕнче республикăра «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» черетлĕ ыркăмăллăх марафонĕ старт илчĕ. Унăн çумпредседателĕсем хальхинче те - Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров тата РФ Патшалăх Думин ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, марафонăн йĕркелÿ комитечĕ республикăри район-хуласенче пухнă мĕнпур укçа-тенкĕне ачалăх ыйтăвĕсене татса панă çĕре  ярать.

 

Хисеплĕ район çыннисем, предпринимательсем, предприяти-организаци ертÿçисем, ачасен шăпипе кăсăкланакансем!

 

Граждан обществин институтне çирĕплетес, Чăваш Республикинче пурăнакансен социаллă активлăхне ÿстерес тата ыркăмăллăха хавхалантарас, бизнес-пĕрлешÿсен социаллă яваплăхне ÿстерес, республикăн тата муниципалитетсен социаллă программисене хутшăнакан предпринимательсен социаллă партнерсем пек лайăх имиджне йĕркелеме пулăшас тĕллевпе 2008 çул республикăра Ырă ĕçсен çулталăкĕ ятпа иртет. Паллах, ырă ĕçсем тăвасси вăхăтлăха кăна пулмалла мар. Йывăр шăпаллă тата нуша тÿсекенсене  пулăшас тени Ырă  ĕçсен çулталăкĕнче кăна мар, Чăваш енĕн обществăлла пурнăçĕн кулленхи тĕллевĕ пулмалла. Пирĕн вара кампа танлашмалли пур. Ефрем купсасен тата пĕртăван Таланцевсен ырă ĕçĕсем (вĕсем приютсем, больницăсем, шкулсем, чиркÿсем тунă) хальхи вăхăтри предпринимательсемшĕн çутă тĕслĕх вырăнĕнче пулччăр.

Ачасем пуринчен ытла ырăлăх патне туртăнаççĕ, чĕре ăшшине туяççĕ. Сирĕнтен ыйтатпăр, ачасене мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшăр! Паянах, халех, кая юлмасăр. Вĕсем - пирĕн ачасем, пирĕн паянхи пурнăç тата çутă малашлăх.

Эсир Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕн К.И.Косачевăн пуçарăвне йышăнасса тата çак мероприятие активлă хутшăнасса, ăна ирттерме хăвăр тÿпене хывасса эпир чĕререн шанатпăр. Сирĕн ырă чĕресем ырă ĕçсем тума уçă пулнишĕн тав тăватпăр!

Сире «Раççей ача-пăча фончĕн» республикăри офисĕнче çак адреспа кĕтеççĕ: Шупашкар  хули, Ленинградски ур., 16-мĕш çурт. Тел. (8352)42-17-53.

Фонд реквизичĕсем: ИНН 2128005408/КПП 212801001, р/с 40703810075220160067, Шупашкар хулинчи Чăваш Перекет Банкĕн 8613 №-лĕ уйрăмĕ БИК 049706609, кор/с 30101810300000000609.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика