22 марта 2008 г.
«Август» фирмăн Вăрнарти филиалĕ Асап тÿснĕ тата Çĕнтерÿçĕ Георгий чиркĕвĕн строительство ĕçĕсене хăвăртлатма панă укçа хисепĕ шăпах çак суммăпа танлашать. Предприяти чиркĕве унччен те пĕрре мар укçа-тенкĕпе пулăшнă.
Чиркÿ настоятелĕ Александр атте «Çĕнтерÿ çулĕн» вкладышпа тухакан «Георгиевский листок» хаçатĕнче купол туянма чĕререн пулăшу ыйтни çине уйрăм çынсем те хурав панă. Вăрнарти Афанасьевсем - Тамара Яковлевнапа Николай Афанасьевич ветерансем - пархатарлă ĕçе 1500 тенкĕ хывнă.
Сăвап туни ырăпах таврăнать. Чиркÿ вара кашни çыннах чун канлĕхĕ кÿрет. Эппин, ăна çĕклес ĕçе районти мĕнпур предприяти-организацин, предпринимательсен, уйрăм çынсен хăйсен тÿпине хывасчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"