Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр уйăхра - 10 пин енне тăкак

19 марта 2008 г.

хирĕç кĕрешекен  Çĕмĕрлере  вырнаçнă  оперативлă   шырав чаçĕн оперуполномоченнăйĕ  милици аслă лейтенанчĕ.

 

А.Чайкова Калинино райповĕн Анаткас Хапăсри лавккинче пĕлтĕрхи май уйăхĕн 3-мĕшĕнче ĕçе тытăннă. Малтанхи сутуçă хыççăн лавккари пурлăха ревизи тусах йышăнса юлнă вăл. Ревизи  вăхăтĕнче кăларнă тăкака - 71 тенкĕне - ун умĕн ĕçленĕ хĕрарăм саплаштарсах хăварнă. Çапла, А.Чайкова лавкка уççисене хăй аллине илнĕ чух кунта нимĕнле тăкак та, çитменлĕх те пулман.

Çак кунтан тытăнса туянакансене чип-чиперех тĕрлĕ таварпа тивĕçтернĕ çамрăк хĕрарăм. Анчах нумайлăха тăсăлман лăпкă пурнăç - май уйăхĕ вĕçлениччен кăна. Ревизи чăрмантарнă... Чăнах та, Калинино райповĕн председателĕн хушăвĕпе май уйăхĕн 28-мĕшĕнче Анаткас Хапăсри лавккана кĕтмен çĕртен ревизи комиссийĕ килсе çитнĕ. Мĕн палăрнă-ха тĕрĕслев вăхăтĕнче - лăпках пулман иккен кунти ĕçсем. Кулянмалăх пысăк сăлтав тупăннă А.Чайкован - лавккара пĕтĕмпе 9227 тенкĕ те 85 пуслăх тавар  тухман.

Уйăх майлă кăна лавкка сентрисем умĕнче тăракан сутуçă мĕнле «майлаштарма» ĕлкĕрнĕ-ха çакăн пек тăкака; Тĕрлĕрен ăнлантарма пăхнă вăл ку пăтăрмахлă лару-тăрăва, çапах та хăйĕн айăпне туллин йышăнман. Сутуçă пĕлтернĕ тăрăх, вăл ял çыннисене таварсене тÿлевсĕрех «салатнă». Паллах, туянакансем парăмсене каярахпа, алăра укçа пулсан, тавăрма шантарнă. Анчах ревизи çитиччен ĕлкĕреймен... Çапла, 3 пин тенкĕлĕх тавар «çухалнă» лавккаран: харпăрлăхçи ирĕк памасăрах пурлăха çаврăнăшран кăларнă А.Чайкова.

Анчах ăçта кайса кĕнĕ-ха ревизире тухман таварсен ытти пайĕ; Çакна вара А.Чайкова йĕркеллĕ ăнлантарма пултарайман. Тĕрĕслеве хутшăннă Л.Романована вăл хăш-пĕр тавара  киле, 2 пĕчĕк ачи валли, илсе кайнине пĕлтернĕ. Анчах ревизиччен парăма пĕтĕмпех татнă  тесе çирĕплетнĕ.

Хăйĕнчен айăпа  сирес тĕллевпе, тараса çине те йăвантарма пăхнă сутуçă. Тараса тĕрĕс мар кăтартнă имĕш, çавна пулах пăтăрмах сиксе тухнă та иккен. Апла пулсан, ку çитменлĕх пирки мĕншĕн маларах  пĕлтермен-ха вăл - тĕрĕслевччен темиçе сутуçă пĕр тикĕсех ĕçленĕ-çке тарасапа. Айăплавран тем пек çăлăнса юлма тăрăшнă А.Чайкова, ревизине  те тĕрĕс мар ирттернĕ тесе çирĕплетнĕ, çапах та хăтăлайман... Вăрнар район сучĕ А.Чайкована 2 çуллăха условнăй майпа  ирĕкрен хăтарнă. Çавăн пекех унран Калинино райповне кÿнĕ 7597 тенкĕ те 85 пуслăх тăкака шыраса илме йышăннă.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика