Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автомашина ураписене кăларса кайнă

19 марта 2008 г.

Мартăн 15-мĕшĕнче каçхине, 18 - 21 сехет хушшинче Вăрнарта тепĕр преступлени çырăннă. Хальхинче «каçхи хăнасем» А.Иванов урамĕнчи Е. хваттерне тустарнă. Киревсĕр ĕç тума  шут тытнă виçĕ çын Е. хваттерне кĕрсе, уççăнах электричество хунарне, «Момент» клей, хуçмалла çĕçĕ йăтса  тухнă. Вак-тĕвек япаласем çырлахтарман ĕнтĕ вăрăсене, сервантра выртакан 1500 тенкĕне те шыраса тупнă.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем «вĕри йĕрпе» кайса хваттере тустаракансене туххăмрах  тупса палăртнă: Вăрнарта пурăнакан, ниçта та ĕçлемен, маларах судпа айăпланнă Ц.-па Л. тата Б. каллех саккун аллине лекнĕ.

Мартăн 14-мĕшĕ умĕнхи каçхине А. хăйĕн ВАЗ-2106 автомашинине Путевая урамри 18-мĕш çурт çывăхĕнче лартса хăварнă. Анчах ирхине тухнă та тĕлĕннипе хытса  кайнă: автомашинăн пĕр урапи та çук. Çапла, халлĕхе  тупса палăртман çын транспорт хуçине 6800 тенкĕлĕх шар кăтартнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика