Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçламăш пĕлÿ - ăс-хакăл никĕсĕ

12 марта 2008 г.

Пуçламăш шкулта илнĕ пĕлÿ ăс-хакăл никĕсĕ, пултарулăх çулĕн пуçламăшĕ пулнине тĕпе хурса Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта кĕçĕн классен вĕрентÿ программине чылай çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнсе илнĕ пĕр миллион тенкĕлĕх грантăн пĕчĕк мар пайĕ шăпах 1-4-мĕш классене валли вĕрентÿ пособийĕсем тата техника хатĕрĕсем илме кайнă. Халĕ кунта уроксем çĕнĕ пурнăç шайĕнче иртеççĕ.

Ресурс центрĕ пулнă май ку шкулта паха опыта ытти вĕрентÿ учрежеднийĕсенче сарас, çĕнĕлĕхсене çул парас тĕллевпе пĕрлехи занятисем час-часах иртеççĕ.  Уçă уроксем, ĕçлĕ вăйăсем, диспутсем уйрăмах пысăк усă параççĕ.

Акă пуçламăш класс учителĕсен юлашки занятийĕсене 40 ытла вĕрентекен хутшăннă. Малтанах вĕсем 2-мĕш шкулти М.В.Козлован тата О.Н.Сандомирован, Санарпуçĕнчи Н.Л.Ильинан медапроекчĕсемпе, хыççăнах ресурс центрĕн пуçламăш шкулĕнче инфомаци технологийĕсемпе уроксенче епле усă курнипе паллашнă. Кĕçĕн класс учителĕсем - О.Н.Сандомирова, Э.В.Сюсина, Е.В.Судова, О.Г.Курбатова, О.В.Милицкова, Н.Т.Степанова тата С.А.Антонова - уçă уроксем панă.

Учительсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕ çавра сĕтел хушшинче вĕçленнĕ. Тĕп ыйтура - вĕренекенсен пултарулăхне ÿстерес ĕçре компьютер технологийĕсемпе усă курасси. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика