Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв концерчĕпе савăнтарчĕç

22 августа 2003 г.

Çĕрпелти культура çурчĕн 450 çын вырнаçакан залĕ Çĕрпелте, Хурăнсур Çармăсра, Кайри Тукайра пурăнакансемпе тулнă. Кунта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Павел Семенов йĕркеленĕ «Çĕр пин юрă çĕршывĕнче» уяв концерчĕ пулчĕ. Концертра чăваш халăх артистки Людмила Семенова «Саншăнах», «Тăванлăх юрри», «Çамрăклăх юрри», Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ Константин Ефремов «Тăван ялăм», «Пĕрремĕш юрату», «Вăрманта, çырлара», «Сан ятупа», Валентина Кузнецова «Вĕç, вĕç, куккук», «Укăлчари палан», «Пĕр саншăн çеç», «Ан кай, кайăк» юрăсене чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç. Çамрăксен «Авангард» ташă ушкăнĕнчи Михаил Петров, Светлана Семенова, Сергей Макаров тĕрлĕ халăх ташшисемпе савăнтарчĕç. Концерта музыка операторĕ Николай Майоров ăнăçлă йĕркелесе пычĕ. Лайăх концертшăн ял çыннисем артистсене чĕререн тав турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика