20 июля 2003 г.
МТС «Яуши» ялхуçалăх производство кооперативĕн утарĕ ял варринчи улма-çырла садĕнче вырнаçнă. Вĕллесен шучĕ çĕртен те иртнĕ. Владимир Андреевич Иванов утарçă хурт-хăмăр ĕрчетессине пысăк тимлĕхпе туса пырать. Унран вĕренмелли, ăс пухмалли нумай. Акă мĕн каласа пачĕ вăл:
- Вĕлле хурчĕ ачаш чун, кĕске ĕмĕрлĕ. Вăл нумай пурăнаймасть. Сахал вăхăт ĕçлет, анчах нумай усă парать. Чи хĕрÿ вăхăчĕ унăн пĕр уйăх ытларах кăна. Çавăнпа хурта ĕçлеттермелле, вăхăтĕнче унран усă курса юлмалла. Хамăр тăрăшмасан, вăй хумасан, кашни ĕçе вăхăтра тумасан хурт-хăмăр уссине ан кĕт. Пĕтĕмлетсе çапла калассăм килет: утарçă мĕнле ĕçлет - пыл хурчĕ те çапла ĕçлет,- терĕ Владимир Андреевич.
Чăн та, В.Иванов утарçă хурт-хăмăр ĕçне чунтан парăннă. Çак ĕçе ăна хуньăшĕ Николай Николаевич Самаров вĕрентнĕ. Вăл, Ульянов ячĕллĕ колхозра 36 çул утарçă пулса ĕçленĕскер, кĕрÿшне хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе чылай ăс панă. Çавăнпа-и, тен, Владимир Андреевич тăватă çул хушшинчех кăткăс та канăçсăр ĕçе хăвăрт хăнăхса çитнĕ, районти чи лайăх утарçăсен ретне тăнă. Пĕлтĕр вăл пĕр тонна ытла пыл пухса панă. Кăçал пухса илнĕ пыл та иртнĕ çулхинчен сахал мар, ял ĕçченĕсен сĕтелĕсем çинче техĕммĕн ларать, çынсен сывлăхне сиплеме пулăшать. Тăрăшуллă утарçă пĕлтĕрхи пекех хуçалăх кассине вуншар пин тенкĕ укçа пырса кĕме пулăшрĕ.
- Владимир Андреевич, калăр-ха, тархасшăн, утарта мĕнпур ĕç кал-кал пулса пытăр тесен ытларах мĕн тăватăр; - ыйтуллăн пăхрăм Унри Иванчăн яштака кĕлеткеллĕ, тĕреклĕ ывăлĕ çине.
- Çăвăр амасене уйрăм вĕллесене вăхăтра хупмалла, çемьесене çийĕнчех чир-чĕртен хăтарса хăвармалла, пухăннă пыла вăхăтра уçламалла, хĕл каçма вăйлă çемьесем хатĕрлемелле, çуркунне хуртсене вăхăтра апат памалла, кĕркунне кашни çемьене тĕплĕн тĕрĕслесе тухмалла. Пĕр сăмахпа каласан, хуртсене пĕчĕк ачана пăхнă пекех тăрантарса, сиплесе, асăрхаса тăмалла. Çавăнпа хурт-хăмăр ĕрчетме кирек-кам та пултараймасть,- терĕ Владимир Андреевич, пирĕнпе сывпуллашнă май.
Мĕнех калăн, хуçалăха пысăк тупăш пама пулăшакан утарçăна малашне те ăнăçу сунар.