Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Уют» республика йышне кĕчĕç

02 марта 2008 г.

Çамрăксен юхăмне анлăлатас тесе республикăра тĕрлĕ проектсем ĕçе кĕртеççĕ. Пирĕн районта «Азамат» ятлă çамрăксен организацийĕ ĕçлет. Вăл çакăн пек ушкăнсем çине пайланнă: чи çамрăккисен - «Хунав», вăтам класс ачисен - «Шуçăм», аслă классен - «Çулăм». Пирĕн шкулти ачасен организацийĕ «УЮТ - шкул республики» ятлă. Кашни çулах нарăс уйăхĕнче пуçламăш класс ачисене çак республикăна кĕртетпĕр. Акă кăçал та, нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче 3-4 класра вĕренекен ачасем тупа туса шкулти «УЮТ» республика йышне кĕчĕç. Тупара вĕсем тăван киле, шкула, çĕршыва юратма, шанчăклă çын пулма сăмах парса ĕнентерчĕç. Çакăн хыççăн вĕсен мăйĕсем çине 7-8 класс ачисем сарă галстуксем çыхса ячĕç.  Сарă тĕс - хĕвел, çăкăр, пурнăç палли. Савăнăçлă уяв концертпа вĕçленчĕ.

Эпир, аслă класра вĕренекенсем, кĕçĕннисене хамăр организацие йышăнса вĕсенче пĕрлĕлĕх, патриотизм, чунлăх, çынлăх туйăмĕсем ытларах аталанасса ĕнентпĕр. Çакăн пек çамрăксен организацийĕсем ытларах пулсан  пирĕн çĕршыв тата вăйлăрах, çирĕпрех, мăнаçлăрах пуласса шанатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика