Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлешÿллĕ йыш ĕçĕ ÿсĕмлĕ

27 февраля 2008 г.

Роберт ПЕТРОВ, Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма тĕп директорĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ: Çырура республикăри ял хуçалăх аталанăвне уçса кăтартни кăмăла  çĕклерĕ. «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне ĕçпе пурнăçа кĕртесси уйрăмах ăнăçлă пулса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ Президент. Ку енĕпе эпир Атăлçи тăрăхĕнче кăна мар, Раççей Федерацийĕнче те чи малтисен йышĕнче иккен. Çапла пулмалла та! Пĕрлешÿллĕ йышпа тăвакан ĕç кăна ÿсĕмлĕ пулнине витĕмлĕ çирĕплетет çак тĕслĕх. Çав çитĕнÿре пирĕн агрофирма ĕçченĕсен тÿпи те пур, вĕсем хăйсен тăрăшуллăхĕпе, кулленхи хастарлăхĕпе хуçалăх экономикине малалла тĕреклетсе пыраççĕ. «Хура çĕр - анне кăкăрĕ вăл», - аса илтерчĕ Президент депутатсене ваттисен сăмахне. Ку каларăш çĕр  ĕçĕпе çыхăннă çынсен чун-чĕрине çирĕп кĕрсе вырнаçтăрччĕ. Хальлĕхе вара, çакна пытарма çук, пирĕн тăрăхра та ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе кирлĕ пек усă курассишĕн пĕрешкел тимлĕхпе вăй хумаççĕ. Уйсем çум курăк ÿстермелли вырăн мар.

Çĕр ĕç культурине лайăхлатассишĕн, тăпра пулăхне ÿстерессишĕн, çĕнĕлĕхсене анлăрах çул парса  пырассишĕн тăрăшатпăр. Тимлесе ĕçлени хăйĕн çимĕçне кÿрет. Агрофирма районта кăна мар, республикăра та тыр-пул, çĕр улми туса илес енĕпе малтисен йышĕнче пулни, пирĕн опытпа паллашма ытти çĕртен килсех çÿрени эпир суйласа илнĕ çул тĕрĕссине çирĕплетет. Хальхи вăхăтра хĕрсех çур акине хатĕрленетпĕр. Механизаторсем иртен пуçласа каçчен техника паркĕнче. Вăрлăх хуçалăхĕнче çирĕп йĕрке. Республикăри çĕр ĕçченĕсене çĕнĕ, малашлăхлă сортсемпе тивĕçтеретпĕр.

Санарпуç ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансене Президент Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарассине хамăрăн чыслă тивĕç вырăнне хуратпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика