Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ ирттернĕ

16 февраля 2008 г.

Юнкун ирхине сакăр сехет иртсен шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнче телефон шăнкăравĕ янăраса кайнă. Районти культура çуртĕнче ĕçлекенскер фойере такам картон коробкăпа сирпĕтмелли евĕрлĕ япала лартса хăварни çинчен пăлхануллă сасăпа пĕлтернĕ. Шалти ĕçсен пайĕн ятарлă ушкăнĕ шутлă минутсенче вырăна персе çитнĕ, культура çуртне çавăрса илнĕ, кунта  ĕçлекенсене ирĕке кăларнă. Вырăна çавăн пекех «васкавлă пулăшу» каретипе пушар сÿнтермелли машина хăвăрт килсе çитнĕ. Милици ĕçченĕсем картон коробкăра сирпĕтмелли япала пулма  пултарнине çирĕплетнĕ. Культура çуртĕнче тимлекенсем анчахрах пĕр çамрăк кĕрсе тухни, унăн уйрăм паллисем çинчен пĕлтернĕ. Милиционерсем сирпĕтмелли япалана хăварма пултарнă тесе шутлакан çынна тепĕр вунпилĕк минутран çулса илнĕ, ăна поселокран тухса кайма паман.

Вулакансене лăплантарар: ку терроризм акчĕсем тăвассине асăрхаттарас тĕллевпе ирттернĕ ятарлă вĕрентÿ пулнă. Халĕ, суйлав умĕнхи тапхăрта, тĕрлĕ службăсем епле çыхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ. Вĕрентÿ итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ милици подполковникĕ Ф.Тимофеев мĕнпур службăсем хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине тĕплĕ тишкернĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика