Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савса чĕнет хăй ытамне тăван шкулăм

13 февраля 2008 г.

Кашни çулах нарăс уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче тăван шкулăм кунтан вĕренсе тухнă çынсене тĕл пулăва йыхравлать.

Мăн Явăшри шкулти 11-мĕшпе 9-мĕш классенче вĕренекенсем шкул ачисене, вĕрентекенсене, хăнасене хаваслă юрă-ташăпа, шÿтсемпе  савăнтарчĕç. 9-мĕш класра вĕренекен Марина Казаковапа Елена Бычкова эстрада çăлтăрĕсенчен пĕрре те кая мар: хăйсен уçă та çепĕç сассисемпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. 11-мĕш класри чипер пикесем хăйсен ачалăх кунĕсене аса  илсе «Пĕчĕк пикесем» ташăпа кăмăла çĕклерĕç.

2008 çулта шкултан вĕренсе тухакансене çак уяв каçĕпе вĕрентекенсем, хăнасем чĕререн саламларĕç. Экзаменсене аван тытса  аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕрсе такăр çулпа утса пыма  ăнăçу сунчĕç.

Тĕл пулу каçĕнче кашнин сăн-питĕнче йăл кулă çиçрĕ. Пурте çак уявпа кăмăллă юлчĕç, вĕренекенсен пултарулăхĕпе  çитĕнĕвĕсемшĕн савăнчĕç, малалла та хăйсене аталантарса  пыма, малтисен ретĕнче пулма сĕнчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика