Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАВАРСЕН ХАКĔ ŸСМĔ

09 февраля 2008 г.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министерстви 2007 çулта ваккăн суту-илÿ тăвакан тытăмра вăй хуракан «Смак-Гурмэ» ООО, «Копейка-Поволжье» ООО, «Тандер» АХО, «Акатуй», Чăваш Республикинчи потребительсен обществин канашĕ, «Сладкая жизнь Н.Н.» ООО, «Элекскор» ООО, «Сахарок» ООО, «Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ» АУО, «Росинка» ООО организацисемпе килĕшÿ çырса ĕçленĕ.

Раççей правительстви пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче (769 №) ятарлă йышăну тунăччĕ. Унта федераци субъекчĕсенчи патшалăхăн ĕç тăвакан влаçĕпе вырăнти влаçсем пĕр-пĕринпе социаллă пурнăçра пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр апат-çимĕç таварĕсен хакĕсене чакарас е çав шайрах тытса пырас енĕпе килĕштерсе ĕçлесси пирки каланăччĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ иртнĕ çул çав таварсен списокне хăйĕн 266-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕччĕ. Хальхи вăхăтра Чăвашстатпа район тата хула  округĕсен муниципалитет организацийĕсем ăна кашни эрнерех тĕрĕслесе тăраççĕ.

Килĕшÿре палăртнă тăрăх, маларах асăннă ушкăнри таварсен йышне Чăваш Республикине кÿрсе килекен алкоголь продукцине те  кĕртнĕ. Паллах, вĕсен пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне хуçисем хăйсен  ирĕкĕпе тĕрĕслеттернĕ пулсан. Килĕшÿре таварсен хакне 2008 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕччен тытса пыма палăртнăччĕ. Халĕ ăна кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччĕн тăсасшăн. Чылай организаци ертÿçи çакăн пĕлтерĕшне ăнланать. Ăна малашне те пурнăçласа пырасшăн.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика