Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă сферăн аталану стратегине сÿтсе явнă

09 февраля 2008 г.

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Дмитрий Медведев  приоритетлă наци проекчĕсене тата демографи политикине пурнăçа кĕртессипе президиум канашĕн Раççей Президенчĕн çумĕнчи ларăвне ирттернĕ.

Канаш президиумĕн членĕсем регионсенче вĕрентÿ тата сывлăха сыхлас ĕçĕн пилотлă проекчĕсене çĕнетсе пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă.

Ларăва уçнă май, пĕрремĕш вице-премьер регионсенчи вĕрентÿпе сывлăха сыхлас ĕçĕн проекчĕсен социаллă сферăн стратегине пĕтĕмĕшле аталантарас ĕçри пысăк пĕлтерĕшне палăртса хăварнă. Вăл палăртнă тăрăх, вĕрентÿри çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртекен  регионсенче шкулсен пурлăх бази чылай лайăхланнă, учительсен тупăшĕ ÿснĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  учрежденисем хушшинчи сывă конкуренци валли условисем йĕркеленнĕ.

Çак тапхăрта Дмитрий Медведев вĕрентÿ пахалăхне хаклассин системине йĕркелемелли çине пысăк тимлĕх  уйăрма сĕннĕ, ку сферăна çĕнетсе улăштармаллин тĕп тĕллевне - Раççейри мĕн пур ачана, хăш вырăнта пурăннине шута илмесĕр, пахалăхлă пĕлÿ илме май туса парассине - аса илтернĕ.

Сывлăха сыхлас отрасльте пилот проекчĕпе тимлекен регионсем пирки калаçнă май пĕрремĕш вице-премьер ĕçлемен çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме ытларах укçа-тенкĕ уйăрнине тата медицинăра вăй хуракансен шалăвĕ ÿснине палăртнă.

Дмитрий Медведев сывлăх сыхлавĕн отрасльне укçа-тенкĕпе пулăшассине çĕнĕлле йĕркеленĕ чух тĕрлĕ ĕçсене пурнăçламалли пирки каланă. Вĕсем - медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин пахалăхĕн пĕрлехи стандарчĕсемпе критерийĕсене кĕртесси, профилактика медицинине аталантарасси, страхлакан полиссемпе ирĕклĕн усă курасси, сиплев учрежденийĕсен хăй тĕллĕнлĕхне ÿстересси.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика