Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăха куллен туптаççĕ

06 февраля 2008 г.

Чăваш енĕн хăвăрт утаканĕсем Шупашкарта пулакан Тĕнче Кубокне хатĕрленсе куллен ăсталăха туптаççĕ. Республикăн пĕрлештернĕ команди халĕ Турцири Анталья хулинче - вĕрентÿпе тренировка сборĕнче.

Команда йышĕнче чи вăйлă спортсменсем, тĕнче класлă спорт мастерĕсем: Вера Соколова, Ольга Михайлова, Татьяна Сибилева, Нина Охотникова, Светлана Соловьева, Лариса Емельянова, Алексей Григорьев. Хăвăрт утакансене яваплă стартсене хатĕрленме мĕнпур условисем туса панă. Тренировкăсене Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай  Родионов ирттерет.

Олимпиада Ивановапа Людмила Архипова вара уйăрм хатĕрленÿ планĕпе Адлерта ăсталăха ÿстереççĕ.

Хăвăрт утакансен кăçалхи пĕрремĕш пысăк стартĕччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Февралĕн 22-23-мĕшĕсенче Адлерта иртекен Раççей чемпионачĕн кăтартăвĕсемпе Тĕнче Кубокĕ валли çĕршывăн пĕрлештернĕ командине йĕркелĕç.

Çăмăл атлетикăн Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕ пĕлтерĕшлĕ тĕп ăмăртăва хутшăнма Раççей спортсменĕсем валли çирĕм вырăн кăна уйăрнă. Çавна май команда йышне кĕрессишĕн тупăшусем çирĕп пулĕç. Конкурентсен шутĕнче - Мордови, Удмурти, Челябинск облаçĕнчи хăвăрт утакансем.

 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика